Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ Шупашкар хули пуҫлӑхӗ Александр Сироткин пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.07.2011 07:57 | 1943 хут пӑхнӑ
Александр Сироткин
Александр Сироткин

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен 5-мӗш пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ — унта Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн вырӑнне Александр Сироткина лартма йышӑннӑ.

Сироткин Александр Васильевич 1964 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ — «Автоматикӑпа телемеханика» ӑсталӑха алла илнӗ. 1982 ҫултанпа «Химпром» пӗрлешӳре вӑй хунӑ — малтан 127№ цехра слесарь пулса ӗҫленӗ, кайран, аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн — инженер вырӑнӗнче. 1995-2997 ҫулсенче «Химпром» АУО-н пурлӑх тытӑмӗн уйрӑмӗнчи приватизаци бюровӗн начальникӗ, 1997-1999 ҫулсенче ҫак пӗрлешӳрех социаллӑ программӑсен, льготӑсен тата персонал тытӑмӗн услугисен пайӗн начальникӗ вырӑнӗнче. 1999 ҫултанпа Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулин техника инвентаризацийӗн муниципиаллӑ унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2001 ҫулта ӑна строительство, ҫул-йӗр тата комуналлӑ хуҫалӑх министерстви Хисеплӗ грамотӑпа чысланӑ.

Халӗ ӗнтӗ, утӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулӗ.

Асилтеретпӗр, пуҫлӑх пуканӗ, ҫу уйӑхӗнче пушаннӑччӗ — Тимофеев Владимир Григорьевич вӑл вырӑна хӑй ирӗкӗпе хӑварнӑччӗ. Ун ӗҫӗсене вара пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ Владимир Матвеевӑн туса пыма тиврӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #политика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем