Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нӑрлатра — яланхилле «Уяв»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 02.07.2011 14:08 | 2674 хут пӑхнӑ
2008 ҫулхи «Уявра» // «Сувар» хаҫат сӑнӗ
2008 ҫулхи «Уявра» // «Сувар» хаҫат сӑнӗ

Ыран, утӑн 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Нӑрлат хулинче чӑвашсен «Уявӗ» иртӗ. Кӑҫалхине шутласан вӑл 5-мӗш хут ӗнтӗ пулать. Нӑрлатсене саламлама чӑвашран артистсем чылайӑн кайӗҫ: Трактор тӑвакан керменӗ ҫумӗнчи «Сувар» ташӑ ансамблӗ, Елчӗк районӗн культурӑпа кану центрӗн «Елчӗк Ен» ансамбль, Патӑрьел районӗн культурӑпа кану центрӗн фольклор ушкӑнӗ, Чӑваш наци конгресӗн «Янра: юрӑ!» ушкӑнӗ, тата нумай-нумай уйрӑммӑн юрлакан юрӑҫсем. Ырри тӑрӑхсенчен те чылай пулӗҫ — вырӑнтисем пӗлтернипе пурӗ 21 регион ушкӑнӗсем пулӗҫ. Нӑрлат районӗнчи предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма унта ятарласа Патӑрьел районӗн елчисем кайӗҫ — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятисемпе культура учрежденисен ертӳҫисем тата ыттисем.

 

Пӗлме: ку уяв 1993 ҫулта пуҫланнӑ — чи малтанах ӑна Тутарстанӑн чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан районсенче ирттернӗ. Тӗрлӗ районсенче иртнӗ хыҫҫӑн 2006 ҫулта вӑл Нӑрлат районне ҫитнӗ пулнӑ. Халӗ те унтах ӑна уявлаҫҫӗ. 2007 ҫултанпа «Уява» Раҫҫей шайӗнче ирттереҫҫӗ — пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай регионтан пухӑнаҫҫӗ.

#Елчӗк районӗ, #Тутарстан, #уявсем, #Нӑрлат районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Уяв, #Нӑрлат

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем