Кашни ҫулах ҫуркунне пахча ҫимӗҫ хакӗ ӳсет. Ҫӗрулми хакӗ хӑпарни Шупашкар влаҫне пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл мӗншӗн хакланнӑ? Тӳре-шара рейда тухнӑ.
Халӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулмишӗн пасарта 40-45 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрулмишӗн вара 65-68 тенкӗ кӑларса хумалла. Ӑна ытларах чухне Азербайджанран илсе килеҫҫӗ.
Сутуҫӑҫем каланӑ тӑрӑх, кунне вӑтамран 3 михӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулми туянаҫҫӗ, ҫӗннине вара – 1 михӗ.
Хӗлле сивӗ пулнӑран фермерсем ҫӗрулми сутма тухман. Халӗ нӳхрепсенчен кӑлараҫҫӗ, анчах йӳнӗпе никам та парасшӑн мар. Унччен пасарта ку ҫимӗҫе 10-15 тенкӗпе сутнӑ. Курттӑмӑн сутакансенчен, тӗслӗхрен, Елчӗк районӗнче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмине, 30 тенкӗпе туянма пулать.
Канмалли кунсенчи ярмӑрккӑсене малашне те ирттересшӗн. Кун пек чухне ҫынсем ҫӗрулмине 25-30 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ.