Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.