«Звездочка» ача-пӑча уйлӑхӗнче пӗр ачана тантӑшӗсем шар кӑтартнӑ-мӗн. Кун пирки ашшӗ-амӑшӗ «Про Город» редакцине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уйлӑхра вӗсен ывӑлне чулпа пенӗ.
Тантӑшӗсем ачана сӑлтавсӑрах кӳрентернӗ-мӗн. Пӗри хыҫӑлтан пырса тапӑннӑ, тапма пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ патне килнӗ те пуҫӗ ҫинче кӑвак вырӑнсем курнӑ. Мӑйӗ, пичӗ ҫинче кӑвак пулнине вожатӑйсем асӑрхаман та, ашшӗ-амӑшне шӑнкӑравласа пӗлтермен. Ача хӑй ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравланӑ, киле илсе кайма ыйтнӑ.
Уйлӑх директорӗ темех пулманнине пӗлтернӗ. Ку ачасем алхасни кӑна иккен. Вӗренӳ управленийӗ ҫемьене путевкӑшӑн укҫа тавӑрса панӑ.