2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Павел Усанов вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Павел Усановпа Мускавра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сывпуллашнӑччӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗччӗ. Ӗмӗрлӗх каҫне вӑл тӑван тӑрӑхӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, тупнӑччӗ.
Пульницӑна Павел Усанова ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫӗ йывӑр суранланнипе илсе пынӑ. Бас-гитариста такам хӗненӗ тесе калаҫрӗҫ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Суд умне унччен те судпа айӑпланнӑ Максим Добрый тӑрӗ. Бас-гитаристпа иккӗшӗн хушшинче ресторанта хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Максим Добрый ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.