Юлашки вӑхӑтра Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Кун пирки сайтра та нумай пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Ирина Клементьевӑна килти ареста лартма йышӑннӑ.
Ҫапла тума сӑлтавӗ те пулнӑ. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, Клементьева вӑл айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет. Ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех суд мэра пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма чарнӑ, ҫыру ҫӳретме, телефонпа ҫырӑнма юрамасть.
Палӑртмалла: Ирина Клементьева хальлӗхе мэр шутланать тата «Чувашия-Мед» стравхлав компанине ертсе пырать.