Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Александр Тихонова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, вӑл хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырнӑ. Александр Тихонов район администрацийӗн пуҫлӑхне лариччен ҫав тытӑмрах ӗҫленӗччӗ, вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑччӗ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗн пуканне ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Анчах вӑл вырӑнта ӑна чылай вӑхӑт ӗҫлеме май килмен. Лару-тӑрӑва пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ӑна республика ертӳҫисем критикленӗ. Александр Тихоновӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявленине пӑхса тухнӑ чух вырӑнтисем экс-пуҫлӑх ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кандидатурине пӑхса тухмалли комиссие республикӑра ӗнер, районта ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркеленӗ.