2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Шупашкар — Сӑр» автоҫул ҫинче пысӑк авари пулнӑ. Унта виҫӗ иномарка ҫапӑннӑ. Инкекре «Хендай» водителӗ, унӑн арӑмӗ тӳрех вилнӗ. 4 ҫулти хӗрача 10 уйӑх комӑра выртнӑ хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. 10-ри арҫын ача чӗрех юлнӑ. Анчах вӑл сусӑрланнӑ, темиҫе йывӑр операци чӑтса ирттернӗ.
Ҫак аварире айӑплӑ водителе ун чухне 8 ҫуллӑха хупнӑ. Ҫемьене 2,5 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн 3 ҫул руль умне ларма юрамасть. Анчах нумаях пулмасть ҫав арҫынна ирӗке кӑларнӑ.
Ҫемье кун пирки пӗлсен питӗ тӗлӗннӗ. Уйрӑмах — сусӑрланса юлнӑ арҫын ача. Вӑл халӗ ҫӗнӗрен утма вӗренет. «Тӗрӗслӗх ӑҫта?» — тӗлӗнет ача. Малтанах арҫын ачана кун пирки каламан, анчах вӑл арҫынна УДОпа кӑларнине ҫавах пӗлнӗ. Халӗ тӑванӗсем суд йышӑнӑвӗ тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.