Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Артемьев 20.06.2017 21:50 | 6575 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Анатолий Волков прозаик пултарулӑхне пирӗн критиксем пит асӑрхасах каймаҫҫӗ пулин те, пултаруллӑ автор, ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май, шӑв-шавсӑр, тусан тӗрӗлтеттермесӗр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине ырламалла ҫеҫ. Ҫул кутамкки те пушӑ мар ҫулланнӑ авторӑн. Ҫырса кӑтартмалли, вулакансен шухӑш-кӑмӑлне хавхалантарса ҫӗклемелли нумай пуҫтарӑннӑ.

Ӑста хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хӑйӗн тарӑн пӗлӗвне, вӑй-халӗпе ӑсталӑхне нумай-нумай ҫул хушши чирлисене сыватас пархатарлӑ ӗҫе парать. Чӑваш литератури историйӗнчи ҫак ырӑ пулӑм, урӑхла каласан, медицина практикипе илемлӗ литературӑна «йӗкӗрешлентерекен» тӗслӗх, тӳрех А. Чехов, В. Вересаев биографийӗпе пултарулӑхне аса илтерет. Сӑмахран, В. Вересаев хӑйӗн автобиографийӗнче палӑртса каланӑ йӗркесем чӑваш ҫыравҫин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр пӑрӑнӑҫа тарӑнрах ӑнланса илме май параҫҫӗ. «Манӑн ӗмӗтӗм — писатель пулассиччӗ, анчах та ӑна пурнӑҫлас тесен этем биологине, унӑн физиологийӗпе патологине тӗпчесе пӗлни шутсӑр кирлӗччӗ; кунсӑр пуҫне, врач ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрлӗ сийри — ушкӑнри ҫынсемпе ҫывӑхланма май парать».

А. Волковӑн вара пачах тепӗр майлӑ: этем организмне тарӑнрах, пур енлӗ тӗпчесе пӗлсен, ҫӗр-ҫӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса сумлӑ ят илнӗ хыҫҫӑн чунӗнче пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапма тытӑнать.

«Тӗнчере тӗрлӗ этем» ят панӑ автор ҫич-сакӑр калавпа повеҫрен тӑракан ҫӗнӗ кӗнекине. Пулса иртекен ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа параканӗ пур хайлавра та — Николай Андреевич Андреев, ку вӑл — пӗтӗм кӗнекене шӑнӑрлакан тӗп сӑнар. Калав хыҫҫӑн калав вуласа пынӑҫемӗн эпир тухтӑрсемпе чирлисен кулленхи пурнӑҫне тӗрлӗ лару-тӑрура куратпӑр. А. Волков стилӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ хирургсен кулленлӗхӗнче, ытларах чухне операци тунӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пурнӑҫне вилӗм аллинчен туртса кӑларнӑ самантсенче, уйрӑмах уҫӑмлӑ палӑрать. Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.

Автор позицийӗн тепӗр пархатарлӑ енӗ кӗнеке ятӗнче туллин палӑрать. Тен, ку ҫутҫанталӑк саккунӗ — йӗксӗк, таса мар чунлӑ этем валли, уйрӑмах медицинӑра, вырӑн тупӑнмалла мар. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кашни хайлаврах ырӑпа усал тытӑҫӑвӗ куҫ умне тухать — мӗн тӗрлӗ этем ҫук пурнӑҫра! Пӗр-пӗр заводри станок умӗнче тӑрса е алӑра руль тытса ӗҫлекен ҫын чун-чӗрине ун пекех уҫҫӑн курма ҫук та-и, тен? «Асту, врач, сиен ан ту!» — тет Гиппократ. Анчах та пирӗн алӑри кӗнекере сӑнласа кӑтартнӑ персонажсен хушшинче кам кӑна ҫук: чунсӑрсем те, кӗвӗҫ чунлисем те, карьерӑшӑн хыпса ҫунакансем те, алран кайтӑр тесе ӗҫлесе кун ирттерекенсем те...

«Икӗ тус» калавра, сӑмахран, тин ҫеҫ институтран вӗренсе тухнӑ Коля Андреевпа Григорий Моргунова ытларах больница палатинче, кулленлӗхре кӑтартнӑ. Пултаруллӑ ҫамрӑксем чун хистекен ҫула суйлаҫҫӗ, чӑрмав-йывӑрлӑхра пиҫӗхеҫҫӗ, малашлӑх кӗрешӳсӗр-ҫухатусӑр пулмасса ӑнкарса пыраҫҫӗ. Анчах та шанчӑклӑ «компас» кашни ҫамрӑкӑн аллинех лекет-и-ха: кусем Юдинпа Мешалкин йышши аслӑ вӗрентекенсем енне туртӑнаҫҫӗ, вӗсен ӑш пиллӗхне кура пысӑк ӗмӗтпе туслашаҫҫӗ. Кӗмӗлпе ҫеҫ мар, кӑмӑлпа пулӑшни те иккӗленекен е хӑй вӑйне шансах пӗтермен ҫынна тӗрек парать-ҫке-ха.

Кӗнекери «Пур япалан та вӗҫӗ пур» калав ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑни вырӑнлӑ та пулӗ тетӗп. Врачсене хатӗрлекен институтра пулса иртет сӑнласа паракан ӗҫ-пуҫ. Автор институт пурнӑҫне тӗрлӗ енчен сӑнаса пӗтӗмлетет пулин те, хайлаври тӗп сӑнар — вӗренӳ заведенине ертсе пыракан пуҫлӑх, Ястребов хушаматлӑ профессор. Калавҫӑ стилӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ лайӑх сисӗнет: вӑл тӗпри сӑнара лупа витӗр пӑхнӑ пек пысӑклатса ӳкерет, анчах та карикатурӑласран та асӑрханать пек. Вуласа пӑхӑр, чӑнах та, чӑваш хушшинче, автор калашле, тӗрлӗ ҫынна тӗл пулма пулать, анчах та кунашкаллисем шутсӑр сайра. Ястребовӑн вуза ертсе пырас ӗҫри стильне утӑм хыҫҫӑн утӑм уҫса сӑнлать калавҫӑ; тӗллӗн-тӗллӗн пуҫлӑхӑн шалти тӗнчи тавӑрса кӑтартнӑ пек ярханахланать те, шухӑша путатӑн: ай, чӑн та пулма пултарать-ши пурнӑҫра ҫакнашкал тӳнтерле этем?!

Калав сюжечӗ самай кӑсӑк, вулакан тимлӗхне ҫывӑрса кайма памасть. Эпӗ те ӑна алран ямасӑрах вуларӑм. Иккӗмӗш страницӑна ҫитсенех чунра тем йӑшӑлтатса илчӗ: таҫта курнӑ-ҫке-ха ара эп хам та тухнӑ ӳкнӗ ҫакнашкалскере. Камччӗ-ха унӑн прототипӗ? Ак иккен, пурте вырӑна ларчӗ, аса илтӗм... Кунашкал пуҫлӑха эпир хамӑрӑн шӗкӗр хуламӑрта виҫӗ-тӑватӑ институтра та тӗл пулма пултарнӑ. Анчах та ҫак манӑҫми типа калав авторӗ пуриншӗн те курӑнмалла пӗтӗмлетсе «вилӗмсӗрлетнӗ». Эпӗ вара ӑна хам тӗллӗн хӑҫанччен ӑшра тытса ҫӳресе, Фрейд калашле, сублимацилеймесӗр канӑҫсӑрланаттӑмччӗ-ши?! Чуна час-часах ҫав тери тӑвӑрччӗ, сӑмахран, пӗр-пӗр пуҫлӑх шутланаканскер, этем чысӗ-тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсене ним чухлӗ те уямасӑр ҫеҫ мар, вӗсене «ури айне сарса» утса ҫӳренине куллен курса тӑма. Пӑшӑрханнӑ та сахал мар: шӑллӑ, усала хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтаракан Тӑхтисемпе Иван Мучисен, Уярсен вӑхӑчӗ ҫурхи шыв пек юхса иртнишӗн. Ай, пасар тапхӑрӗ сӗмсӗрсемпе намӑссӑрсене ҫеҫ мар, лаша вӑрри Шаккур пеккисене те кулач сутакансен ретне тӑратрӗ-ши ӗнтӗ? тесе. Акӑ вӑл пурнӑҫра эпир пӗрре ҫеҫ мар тӗл пулнӑ, типласа ӳкернӗ художествӑлла сӑнар! Тавах, Анатолий Никандрович, эсӗ сӑнласа кӑтартнӑ типа, тен, малашне пин-пин вулакан пурнӑҫра асӑрхӗ, курмӑш пулса иртсе каймӗ. Вӑл паянхи кун та трибуна умне тӑрса ним вӑтанмасӑр-хӗрелмесӗр хӑмпӑ ҫапма унта-и, кунта-и, хӑю ҫитерет. Пӗлетӗн-ҫке-ха ху та: чӑваш усалпа усал пулас мар тесе хӑйне хӑй ултавлӑн лӑплантарнине илтекен шуйттан аслати сассипе ахӑлтатса кулать. Чунне сутса шуйттан чури пулса тӑнӑ этемӗн сӑнарӗ епле туллин тухса тӑрать куҫ умне Константин Иванов ҫырнӑ трагедире?! Эппин, хайхи пуҫлӑх портречӗ патне таврӑнар-ха.

«Ректора суйланӑранпа икӗ-виҫӗ уйӑх кӑна иртрӗ. Черетлӗ ӑслӑлӑх канашӗ пырать. Ректор сӗтел хушшинче чылайччен ӗҫтешӗсене кӑмӑлсӑррӑн пӑхса ларчӗ. Сасартӑк ҫӗкленчӗ те хӑйӗн хӑмӑр куҫне йӑлтӑртаттарса залри халӑха тӗлӗнмелле сӑмах калама тапратрӗ. «Эп пӑхатӑп та халь залалла, куратӑп, пӗлетӗр-и, сиртен аллӑ проценчӗ мана юратать, тепӗр аллӑшӗ — вуҫех урӑхла, значит, юратмасть».

Пирвайхи тӗлпулура нумайӑшӗ кунашкал пӑтӑрмахла лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тыткалама кирлине те пӗлмеҫҫӗ-ха, шутламан та кун пек мыскара сиксе тухма пултарасса. Тӗлӗнме кирлӗ-и, пӗртен пӗр Андреев профессор ҫеҫ хӑйне хурал пӳртӗнчи пек тыткалакан ҫӗнӗ ректора пархатарлӑхпа культурӑна манма юраманни, тӗпре ӗҫлӗ калаҫу пулма кирли ҫинчен асӑрхаттарса калама хӑю ҫитерет. Чӑн та, каярахпа ҫак утӑмшӑн вӑл нумай йывӑрлӑх тӳсет. Залра ларакансенчен ытларахӑшӗ вара ҫак самантра шак хучӗҫ: юрататна, юратмастна хуҫана, анчах та юрама пӗлмелли майсем тупмалла, пӗтӗм пурнӑҫа ҫак тӗллеве пӑхӑнтармалла.

Калав сюжетне йӗрленӗ май манӑн иккӗленӳ сӳнчӗ, эпӗ Никита Афиногенович Ястребов сӑнарӗн прототипӗ кам пулнине лайӑх ӑнласа илтӗм. Чехов геройӗ пек каласан, «маска, эпӗ сана палласа илтӗм». Тӗрӗсрех каласан, темиҫе институтра та курма тӳр килсе мана ун пек ертӳҫӗсене (прототипсене). Ҫакна май калав авторӗ сӑнани-курни тата каласа пани ҫумне пӗр пӗчӗк ӳкерчӗк хушса кӑтартасшӑн. Ку ӗнтӗ прототипсен ыйтӑвне хускатнӑ май, пурнӑҫра хам сӑнанӑ пӗр эпизод.

...Вӗренӳ заведенийӗн картишӗнчи халӑх йышӗ Ленин мавзолейӗ умӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр черете аса илтерет. Кӑрлач сивви те хӑратаймасть иккен юратнӑ пуҫлӑхне ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама пуҫтарӑннӑ ҫынсене. Пушӑ алӑпа пӗр ҫын та ҫук, пурте тенӗ пекех хаклӑ парнепе килнӗ — телевизорсем, ноутбук, пылесос е тата ытти техника хатӗрӗсем пуҫлӑхӑн ҫӑмлӑ аллине кӗрсе выртма хатӗр ӗнтӗ. Эпӗ хӑйсене телейлӗ туякан ҫак ҫынсен ушкӑнӗнчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран иртсе пыраттӑм. Унччен те пулмарӗ — пӗрскер черетрен уйрӑлса ман паталла ҫунашкапа темскер туртса килнине асӑрхарӑм. Ку иккен пӗр факультетӑн деканӗ пулчӗ. «Ма каялла?» — ыйтатӑп этемрен. Ун сӑн-питӗнче кӑштах кӑмӑлсӑрланни сисӗнет: «Морозильник парнелесшӗнччӗ пашана (шӑлсӑрскер, вӑл «патша» тесшӗнччӗ паллах), анчах та: «Ма кунта илсе килтӗн (ҫын курать!), леҫсе хур йышӑну пӳлӗмне! тесе хӑваласа ячӗ».

Эпӗ ӑнланса пӗтерейместӗп-ха ниепле те: телевизорсемпе пылесоссем вырӑнлӑ пулсан, мӗншӗн-ха морозильник «айӑпа кӗнӗ»?! Унтан вара, ан тив, «ӑйӑрӑн» шӑлӗсем тӑкӑннӑ пулччӑр, апла пулин те парнеленӗ-ҫке-ха ӑна. Килелле утнӑ май хампа хам «паша»... «паша» тесе пӑшӑлтатса пыратӑп иккен. Унтан сасартӑк ҫак сӑмахӑн тӗшши катӑлчӗ тухрӗ тейӗн: мӗн тери вырӑнлӑ тата ҫав этем ҫумне ҫат ҫыпӑҫакан сӑмах иккен вӑл «паша»! Пур енӗпе те — хӑйне тыткаланипе те, сӑн-сӑпачӗпе те, ҫынсене пӑхӑнтарса мӗскӗнлетес чеелӗхӗпе те, намӑс-симӗсе ним чухлӗ те уяманнипе те, карьерӑпа укҫа тата чап-мухтав тӗлӗшпе выҫӑ куҫланнипе те...

Шӑлсӑр декан чӗлхиех турӗ пулӗ тетӗп ку ӗҫе: часах хайхи калама ҫук хӑйне майлӑ пуҫлӑхӑн кут хыҫӗнчи ячӗ «паша» пулса тӑчӗ. Эпӗ вӑл хӑйне халӑх умӗнче еплерех тыткаланине те, калаҫма пикенсен, хӑйне чӗртсе ярса сехечӗ-сехечӗпе «аура», «духовность» сӑмахсемпе перкелешсе пӑс кӑларнине те, студентсен аудторийӗнче те, уяв сӗтелӗ хушшинче те нумай хутчен курнӑ, тимлерех те сӑнанӑ. Ҫав самантсенче унра яланах хамшӑн кӑсӑк енсем-пулӑмсем асӑрханӑ ҫеҫ мар, час-часах ниепле те пуҫа шӑнӑҫма пултарайман мыскаралла япаласем курса шалтах тӗлӗнни асӑмран тухмасть. Ҫук иккен, эпӗ ҫеҫ мар, калав авторӗ те ҫут ҫанталӑк сайра ҫуратакан ҫак феномена хушӑран шалт хытса кайса сӑнать, врач пулнӑ май, чирлӗ ҫынна кӳренме кирлӗ мар текен философипе сапӑрланать.

Хисеплӗ вулаканӑм, эсӗ те, ман пекех, курнӑ унашкал пуҫлӑха. Ун йышшисем тӳрӗ чунлӑ, харпӑр хӑй тӗллӗн шухӑшлакан ҫынсене хӑй ҫумӗнче чӑтма пултараймаҫҫӗ. Кадрсен шӑпине шахмат хӑми ҫинчи фигурӑсемпе вылянӑ пек татса параҫҫӗ. Танк лапра-лӗпрене уямасть тенешкел, вӗсен стихийине пӗр сӑмахпа: тасамарлӑх! теме пулать-тӗр. Сакӑр вуннӑмӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче хускалнӑ пӑтравлӑ хумсен вӑйӗпе кӑвас чусти пек йӳҫсе хӑпарчӗҫ ҫавӑн йышшисем. Чи пысӑк инкексенчен пӗри — ҫавсем тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса тултарни пулчӗ.

А. Волков ӳкерсе кӑтартнӑ сӑнарта анлӑ пӗтӗмлетӳ пур, унта эпӗ хам асӑрхасах кайман пулӑмсене те «ҫӗнӗ куҫпа» куратӑп. Асӑрхарӑмӑр ӗнтӗ, ҫӗнӗ «шӑпӑр» пирвайхи тӗлпулурах институт йышӗнчи хӑйне «юратакансемпе» «юратманнисене» хӑй ӑсӗпе ҫурмалла пайларӗ. Ку ӗнтӗ: хӗрӗме каланине кинӗм илттӗр тесе пӳрнепе юнани пулчӗ. Унтан «юратманнисенчен» сӗмсӗррӗн хӑтӑласси унӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Каллех пӗр вузри ӗҫ-пуҫ аса килет: чӑннипех те талантлӑ, Турӑ чуптунӑ профессорсемпе доцентсем, вуза чыс кӳрекен ятсем Ястребов «паша» хуҫаланакан «мунча умӗнчи» пӑнтӑх-путлӑхӑн наркӑмӑшлӑ сывлӑшӗпе минреме пуҫласан, тӗрлӗ аслӑ шкула хӑвӑрт тарса пӗтнӗччӗ. МГУна куҫнӑ математика ҫӑлтӑрӗ хӑех мӗне тӑратчӗ! Кунашкал пӑтӑрмахсем темиҫе вузра та пулнӑ тенине те илтнӗччӗ.

Тӳсӗмлисем, хайхи ректор кӑмӑлне ҫырлахтараканнисем («юратаканнисем» тенӗччӗ вӑл!) ӑслӑлӑх канашӗнче, ҫил ӑҫтан вӗрнине флюгер пек сисӗмлӗ туйса, пуҫлӑхӑн чи ачаш вырӑнӗсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ҫуллаҫҫӗ. «Пашан» ҫынна хавхалантармалли мелӗсене асӑрхаманни те тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ: ҫав хӑйне майлӑ ӑмӑртура маттуртан та маттуртараххисене (урӑх никама та!) хваттерсемпе гаражсем, хисепне ҫухатнӑ ятсемпе наградӑсем, премисемпе тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пуканӗсем валеҫсе савӑнтарасси! Кусем хӑйсенне ҫав тери хӑвӑрт илеҫҫӗ, анчах пурте мар, хуҫан хӑш-пӗрисене шутсӑр нумай кӗттерсе, йытӑлантарса ярса хӑшкӑлтарас йӑла пур. Ҫакнашкал прессинг (нерв стресӗ) ытларах чухне алкоголь, инсультпа инфаркт е диабет чирӗсен сӑлтавӗ пулса тӑнине сӑнама май килетчӗ ун чухне.

Хайхи «юратаканнисем» кӗске вӑхӑт хушшинче пӗр йыша чӑмӑртанса хуҫа «тӗревӗпе иммунитечӗ» инкек пулса тӑраҫҫӗ. Калавра ҫав йыша никӗслекен этем «материалӗ» (чусти) Анемподист Никодимович сӑнарӗнче витӗр тапса тӑрать. Хуҫапа туслӑскер, лешӗн пекех, намӑс-симӗс чаракӗсене йӳле ярса пурӑнать. Кунта Плутарх каланине аса илни вырӑнлӑ пулӗччӗ: «Чӑнлӑха ӑнлансах пӗтереймен ҫын айван, анчах та чӑнлӑха курса тӑрсах ӑна суя тесе ӗнентерме пӑхакан этем — преступник». Ястребовпа Анемподист Никодимович йышши ҫынсен ҫыхӑнӑвӗ-хутшӑнӑвне «туслӑх» тесе мораль принципӗсене уяман ҫын ҫеҫ калама пултарӗ. Ҫын куҫӗнчен пытанса эрехпе шӑварӑннӑ самантсенче вӗсем мӗнле те пулин таса мар, хӑйсене пайта кӳрекен ӗҫ тума (ҫакӑнта вӗсен тӑванлӑх тымарӗ) хатӗрленеҫҫӗ, каварлашакан хурахсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫавнашкал «вӑрттӑн каҫсенчен» пӗринче, сӑмахран, Андреев профессора кафедра ертӳҫинчен кӑларса ун вырӑнне шӑп та лӑп Анемподиста лартма шухӑш тӗвӗлеҫҫӗ. Хуҫана институт чысӗ пулса тӑракан, пуҫ пӗкмен профессорсем кирлӗ мар; тепри, ан тив, доцент ҫеҫ пултӑр, хаяр шӗвеке лӗрккесе ҫынлӑхне ҫухатасси патне ҫиттӗр, анчах та... «Чӑн та ӗнтӗ, вӑл сысна, апла пулин те хамӑрӑн сысна-ҫке-ха». Кафедра пуҫӗ пулса тӑнӑ ӗҫкӗҫ доцент тухнӑ ӳкнӗ мини — Ястребов евӗрлӗ курӑнать, тӳрӗлӗхшӗн ҫине тӑракан Андреев профессор йышшисен ҫулне пӳлет, хӑравҫӑ та. Ҫакӑ ректорӑн ертсе пырас ӗҫри стильне туллин палӑртать.

Айӑккинчи куҫа Анемподист Никодимович евӗрлӗ кадрсенчен тӑракан йыш, чӑн малтан, ӑслӑлӑх канашӗн пайташӗсем, обществӑн сывӑ ӳчӗ ҫине тухса ларнӑ ҫӑпана аса илтереҫҫӗ. Паллах, вӗсем черетсӗр тӑпӑлтарса илнӗ ырлӑхсен парӑмне хуҫа умӗнче ӗҫлесе татма кирлине туйсах тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, леш хӑй те манса кайма памасть ун ҫинчен. Кунта ӗнтӗ институт тулашӗнче, халӑх хушшинче ректорӑн суя авторитетне «ҫӗклесси», ун пултарулӑхне пичетре каҫса кайса мухтасси, туман ӗҫсене тунӑ пек кӑтартасси тата ытти те тӗпре пулнӑ. Ку туртӑма «паша» «унаса-ҫӑрса пӗҫернӗ» кукӑль пек коллективӑн тӗп идейисенчен пӗри теме юрать. Мускаври институт филиалӗнче пулса иртнӗччӗ пулас пӗр пӑтӑрмахлӑ ӗҫ. Халӑхра ҫавӑн пек сас-хура ҫӳретчӗ. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче ҫавӑн пек ректора пур енчен пӗрин пашшанни евӗрлӗ курӑнакан хӑтланӑшӗсене ҫӳҫенсе те курмӑш пулса чылай вӑхӑт хушши сӑнама-тӳсме хал ҫитернӗ влаҫри чиновниксем — вырӑнтисем те, Мускаврисем те, чарусӑр, этем ретсӗр иртӗхекен хуҫана ӗҫрен кӑларас шухӑш патне пырса тухаҫҫӗ. Анчах та ан васкӑр, «паша» вырӑнне суйласа лартнӑ ҫӗнӗ ректор икӗ эрнене яхӑн ҫеҫ ӗҫлесе ӗлкӗрет: «усал» хыпара илтсенех пӗр чӑмӑра пуҫтарӑннӑ хайхи ушкӑн, йӑвине патакпа пӑтратнӑ кӑткӑ йышӗ пек, кар! ҫӗкленчӗ тетчӗҫ. Юратаканнисенчен те юратарах параканнисен десанчӗ хуҫана хӳтӗлеме Мускава кайни, Вӗрентӳ министерствин парадлӑ подьездӗнче темиҫе ҫӗр каҫса килни ҫинчен калаҫатчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ректор ячӗ ҫумне «путман карап» чапӗ сырӑнчӗ тетчӗҫ. «Чӑн-чӑн патша», «арӑслан», «курак мар... ӑмӑрт кайӑк», «чӑваш юманӗ» — ҫавӑн евӗрлӗ эпитетсемпе чыслатчӗ пӗр факультет пуҫлӑхӗ хуҫана эп ӗҫленӗ коммерци институтӗнче. Кун йышшисем вӑтану-намӑслану туйӑмне пӗлмеҫҫӗ, ҫӗнӗ ректор килсен ӑна та мухтаҫҫӗ. Пичетре сӑвӑ-поэма ҫырса «пашана» аслӑласси патнех ҫитекенсмем те пурччӗ. Кунашкаллисем пирки вырӑссен «нерукопожатный» текен сӑмахне чӑвашла куҫарса калас килет... анчах та пирӗн йӗрӗннине пытарса пурпӗр ал тытаҫҫӗ, уҫҫӑн палӑртса сивлеме хӑнӑхман эпир. Хӑю е ӑс ҫитерейместпӗр?!

Кунта пӗр кӑсӑк япалана палӑртса хӑвармалла. Хуҫа аллинчи инструмент пулса тӑнӑ ҫынсем халӑх ҫине тухсан пурпӗр куҫӗсене тартма тӑрӑшни сисӗнетех, сӑн-питӗнче сулхӑн ҫапнӑ майлӑрах палӑри-палӑрми йӗр тӗрленет (темле ылхан паллине асилтерсе). Тен, ку ултав-суяпа пурӑннишӗн тӳлекен хак?

«Пур япалан та вӗҫӗ пур» калав авторӗ, тӗп герой пекех, хӑй те врач, ҫавна май калавра кӑтартнинче Анатолий Волков ҫыравҫӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче чӑннипех те пулса иртни-тӳсни те сахал маррине туйса илме йывӑр мар. Анчах та автор позицийӗ темшӗн циркри сценӑсен, уйрӑмах клоунадӑн сӑнавҫине, аса илтерет. Нумай япалана юмор ҫемҫетет. Андреев профессор, врач пулнӑ май, Ястребов хӑйне хӑй тыткаланинче «диагноз ҫук-ши?» тесе те шухӑшлать тепӗр чух: «Пӗр вӑхӑтра, ҫамрӑк чухне, питӗ ӗҫрӗ, ҫавӑ айӑп кӳмерӗ-ши пуҫ мимине?» Тен, сӑлтавӗ урӑхра: «Айӑплӑ мимепех ҫуралнӑ пуль», — иккӗленсе шухӑшлать тухтӑр чир тымарне шыраса чакаланасси йӑла пулса тӑнӑран.

Е акӑ хуҫа халӑха ирӗксӗрлесе алӑ ҫунтарнине, пӗр вӑтанмасӑр-хӗрелмесӗр хӑйне хӑй мухтанине илсен: «Ректор лайӑх сӑмахсем каларӗ, мӗншӗн алӑ ҫупмастӑр? Тӗлӗнтеретӗр».

Текстри сӗтеклӗ вырӑнсене «ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн» илсе кӑтартма пулать.

Акӑ рынок ырлӑхне пӗверӗпе туйса илнӗ герой мӗн тӗллевпе ҫанӑ тавӑрать: «Пирӗн халь укҫа тӑвасси ҫинчен ҫеҫ шутламалла, укҫа пулсан — пурте пулать! Хама илсен, укҫа тӑвасси маншӑн проблема мар...»

Авалхи чӑнлӑх: укҫа чыспа сывлӑх хыҫҫӑн ҫеҫ тенӗ. Ректор укҫана малти вырӑна лартни студентшӑн ӑша илмелли тӗслӗх ан пултӑрччӗ ҫеҫ.

Каллех Плутарх асрах тӑрать. Вӑл калав геройӗпе килӗшмесӗр акӑ мӗн калать: наградӑсемпе академик ятне те укҫалла илӗн, темиҫе коттедж та лартӑн, тӗп хулара хваттерсем туянӑн халӑх пурлӑхне намӑссӑррӑн ҫаратса. «Но нельзя купить за деньги беспечальность, величие духа, стойкость, решимость, самодавление», — тет авалхи ҫыравҫӑ-философ. Ӑҫтан пултӑр-ха ула куракран ӑмӑрт кайӑк?!

Пӗр хутӗнче ректор хӑйӗн тӑван ялне вӗрентекенсенчен йӗркеленӗ «десант» илсе пынӑ. Примитивлӑ, хӑйне хӑй комплекслакан психологиллӗ этем каппайланса калаҫмасӑр чӑтаймастех.

«Куратӑр, эпӗ, сирӗн ентешӗр, тӑрӑшнипе, ӗҫленипе пирӗн институт ҫӳллӗ шая ҫӗкленчӗ. Кунпа эп мухтанма пултаратӑп, эсир те, — терӗ хӑйӗн вӑрӑма кайнӑ сӑмахне вӗҫлесе, — манпа мухтанма пултаратӑр. Ҫакна эп чӑннипех тивӗҫлӗ».

Анчах та ял ҫыннисен ентешӗпе мухтанас шухӑш ҫук ҫеҫ мар, алӑ ҫупма та кӑмӑл пачах та ҫук иккен. Ҫитменнине, хӑйсен округӗнче депутата суйланма тӑратнӑ ентешне яка пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ: «Мухтанчӑк депутатсӑрах пурӑнатпӑр!»

Тен, вулакансенчен чылайӑшӗ прототипа хӑйсен куҫӗпе кулленхи пурнӑҫра курманран, А. Волков кӑшт ӳстеререх, ҫӑрарах сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартман-ши ректор сӑнарне тесе шутлама та пултарӗ. Эпӗ вара тахҫанхи пӗлӗше курнӑ пек «палласа илетӗп» повесть геройӗн сӑн-сӑпатне, сасси те ӗмӗрлӗхе хӑлхана кӗрсе юлнӑ... Сӑмахне пат татса, ҫынсем ҫине вӗсем алӑ ҫупасса ыйтуллӑн кӗтсе, пауза туса пӑхса тӑни... ҫавӑнпа вӑл мана французсен ҫыравҫи «Пӗчӗк ҫеҫ принц» ятлӑ повеҫӗнче калӑпланӑ пӗр типлӑ сӑнара аса илтерет.

«Эсӗ манри чап-мухтава тивӗҫлӗ йӑлттампа чӑн та туллин пӑхса киленетӗн-и?» — ыйтрӗ хайхискер Пӗчӗк принцран.

«Мӗнле ӑнланмалла пӑхса киленес-йӑпанас тенине?»

«Кама-тӑр пуҫ таяс е ун ҫине пӑхса-сӑнаса хӑпартланас тенине, планета ҫинче унран хитререх, шукӑль тумлӑрах, пуянрах тата ӑслӑрах ҫын ҫук тенине пӗлтерет».

«Юрӗ тейӗпӗр, анчах та ку планета ҫинче эсӗ тӑр пӗччен-ҫке!»

«Пултӑрах, ан тив, эсӗ мана пурпӗр савӑнтарма тӑрӑш. Манӑн чап-мухтава тивӗҫлӗ сӑн-пуҫӑма пӑхса килен!»

«Эпӗ киленӗп те-ха, — тет Пӗчӗк принц хулпуҫҫисене ҫемҫен сиктеркелесе илсе, — анчах та кунта мӗн савӑнмалли тупатӑн эсӗ?!»

Кунта ӗнтӗ комментари кирлӗ мар пуль тетӗп: чӑвашра та, французсен ҫӗрӗнче те тӗл пулать унашкал этем чусти.

Енчен те А. Волков калавра пулса иртекен ӗҫсене каласа панипех ҫырлахса тӗп героя тулашран ҫеҫ характеристика панӑ пулсан, хаклӑх-пахалӑх критерийӗ витӗмсӗртерех пулатчӗ-тӗр. Кунта вара автор тӗп геройне ытларах чухне хӑйне калаҫтарать, «ҫӑварлӑхламасть». Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ мелпе усӑ курса калавҫӑ Ястребовӑн наука ӗҫӗнчи вырӑнӗпе «йывӑрӑшне» те лайӑх туйса илме май парать вулакана. Чараксӑр чӗлхи этемшӗн тӑшман пулса тӑрать тейӗн. Акӑ тепӗр сцена.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн ҫулсерен институтра сотрудниксен пӗрлехи пухӑвӗ пулать. Трибуна умӗнчи ректор ӑслӑлӑх ҫыннисене хӑй пек тухӑҫлӑ ӗҫлеме, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнуҫавсем тума чӗнет. Халь ҫеҫ пичетлесе кӑларнӑ кӗнекисене те ҫӗклемпех илсе килнӗ.

«Эп сире миҫе хутчен каланӑ, ӗҫлеме манран, ректортан, вӗренӗр тесе. Халь ак пӑхӑр-ха, тӑватӑ кӗнеке кӑтартатӑп: икӗ учебникпе икӗ монографи. Эсир мӗншӗн ман пек ӗҫлесшӗн мар? Ҫакӑн пек тӗслӗх хыҫҫӑн каймалла сирӗн. Анчах хам хыҫра никама та курмастӑп. Сирӗн вӑхӑт та манӑннинчен ытларах. Ректор пуҫӑмпа, яланах ӗҫе путнӑскер, пурпӗр вӑхӑт тупса ҫыратӑп. Кашни ҫул эпӗ ик-виҫӗ кӗнеке ҫырса кӑларма тӑрӑшатӑп. Миҫе каланӑ сире, ман пек, пӗр пӑркаланмасӑр ӗҫлӗр тесе. Анчах эсир хӑнк та тумастӑр. Тӗлӗнтеретӗр мана».

Халь тепӗр енне, Николай Андреевича итлесе пӑхар, мӗн шухӑшлать вӑл ҫулталӑкра тӑват-пилӗк кӗнеке кӑларакан ректорӑн наукӑри шайӗ пирки, ҫакна эпир хуҫана итлесе тӗлӗнсе те именсе ларакан профессорӑн шалти монологӗнчен куратпӑр. Ытла та сӗтеклӗ ҫак сыпӑк, тата информаципе пуян, ҫавӑнпа та ӑна кӗскетмесӗр илсе кӑтартас килет.

«Эсӗ яланах сӳтӗлетӗн те мухтанатӑн. Эпир те ҫыратпӑр, санран сахалах та мар-тӑр, анчах пичетлейместпӗр. Сан аллунта типографи, укҫа - пичетле те пичетле. Пирӗн пурин те хамӑр укҫапа кӑна ҫапмалла. Кӗнекесене суттармастӑн. Кӗнеке кӑларма тӑкакланӑ укҫана тӳлеттеретӗн. Ӑҫтан пирӗн укҫа? Тата пурте пӗлеҫҫӗ вӗт, эс ху кӑна ҫырманнине. Сана пулӑшакан ҫыравҫӑсен ушкӑнӗ ӗҫлет. Эс укҫа парса кӑна тӑратӑн, лешсем сана кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке ҫыра-ҫыра параҫҫӗ. Пӗлеҫҫӗ ҫакна та: эсӗ ху лайӑх, пысӑк гонорарсем илнине. Ара, хулӑн-хулӑн кӗнекесем кӑларатӑн та — куншӑн сана тӳлемеллех (ху ертсе пыракан вуз бюджетӗнчен ӗнтӗ — Ю.М.).

Монологри чи «тачка» вырӑн, паллах, хуҫа хӑйне кирпӗч пек хулӑн монографисем, кӗнекесем ҫырса паракансене валли штат, лабораторисем тытса тӑни ҫинчен калани. Ку та тухнӑ-ӳкнӗ «паша» хӑтланӑшӗ. Кирек мӗнле спорт ӑмӑртӑвӗ-и, пӗр-пӗр паллӑ кун-и, кама та пулин чыслаҫҫӗ-и — хавхалантармалли парне-приз вырӑнне хуҫа ҫапнӑ кирпӗчсем. Вӑл макулатурӑн пин-пинлӗ тиражне типографи сӑрри типичченех бухгалтери шута илсе темиҫе ҫӗр пин тенкӗ укҫа авторне курттӑммӑн тӗлесе хунӑ. Пӗртен пӗр ыйту: ӑҫта вырнаҫтарасси юлать. Куртӑмӑр ӗнтӗ, хуҫан кӑна валли те майсем шутсӑр нумай.

Тата тепӗр кӑсӑк япала. Ректор йӗркеленӗ «ополчени» йышӗнче ҫав кирпӗчсене каҫса кайса мухтакансем, авторӗ хальччен наукӑра пулман теори никӗсленӗ тесе ҫине тӑрса пӑс кӑларакансем яланах пур.

Хӑйне паянхи ӑслӑлӑхра ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш культуринче аслӑ просветитель Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫне тӗпри вырӑнта малалла тӑсатӑп тесе калама вӑтанман «улӑпӑн» ҫав вӗрсе хӑпартнӑ пек хулӑн кӗнекисем хӑй ҫӗре кӗричченех лавӗ-лавӗпе макулатурӑна ӑсаннине курмалла пулмасть-и-ха? Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе. Вӗсем пирки калавҫӑ уҫҫӑн палӑртать хӑйӗн позицине, ытларах чухне питӗ кӗскен.

«Ректор мухтаннӑ чух алӑ ҫупса кӑна ларчӗҫ. Хӑш чух — тӑвӑллӑн та. Ара, хавасланмалла сӑмахсем калать-ҫке-ха ректор. Малтисен шутӗнче ҫӗмӗрттерсе пымастпӑр-и-ха?» Часах пуриншӗн те паллӑ пулать: ректор хӑмпӑланни, малтисен ретӗнче пыратпӑр тени — пӗтӗмпех пушӑ сӑмах иккен.

А. Волков вулакана тӗп геройпа паллаштарнӑ чух ун ҫав тери хӑйне майлӑ шалти тӗнчине, ӗмӗчӗ-тӗллевӗсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине тата хӑйне хӑй мӗнле хакланине, археологсем чавса кӑларнӑ пӗр-пӗр динозавр шӑммисен кӗлеткине тӗпченӗ пек, ҫав тери туллин те пуҫтарӑнуллӑн, кун пек феномен хӑҫан та пулсан Чӑвашра тепре ҫуралӗ-и-ха тенӗн сӑнать, ҫӑра сӑрсемпе пусӑм туса ӳкерет. Ҫавна май героя килти лару-тӑрура та, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе хутшӑннӑ самантсенче те куратпӑр. Икӗ ачин пуласлӑхӗ канӑҫсӑрлантарать ректора. Сӑмахран, кам сивлетӗр-ха «ученӑйсен династийӗ» текен пархатарлӑ пӗлтерӗшлӗ ӑнлава: ашшӗн ҫитӗнӗвӗсем ӑнсӑртран пулманнине ӗнентерсе-ҫирӗплетсе ывӑлӗ пысӑк шайри наука лавне кӳлӗнет, унтан мӑнукӗ... Ректор та ҫак ҫулпах ярасшӑн ачисене, анчах та вӑл пуҫлӑх вырӑнне йышӑнассинче ҫеҫ курать тӗп пӗлтерӗше. Ҫавӑншӑн вӑл ачисен карьерин ҫулне «кӗскетсе» вӗсене ҫителӗклӗ пӗлӳ илме май памасть тата наукӑра ура ҫинче ҫирӗппӗн тӑмаллах тӗрекленичченех декан, проректор, институт директорӗ пек вырӑнсене лартма ӗмӗтленет. Лартать те. Кунта калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх пытаннӑ. Ректор хӑйӗн ачисене вӗҫӗмсӗр «ҫӗклесе» сывлӑша пӳлӗнтерекен хӑвӑртлӑхпа туртса пырать. Урасем ҫӗре перӗни-перӗнми чухне — этем ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче: айра ҫирӗп никӗс ҫук, ҫӳлте вӗҫме — ҫунат. Ҫак малтан курӑнман инкек вӑхӑт ҫитсен каярахпа этем шӑпине тылӑ витӗр кӑларнӑ пек мутасласа хуҫать: вӗренес, ӗҫе хӑнӑхас пулать, пысӑк вырӑн улталама пултарать.

Калав вӗҫӗнче ҫакна куратпӑр та. «Ястребовӑн икӗ ачине те ҫӗнӗ ректор ертӳҫӗ ӗҫӗсенчен хӑтарчӗ. Ыттисем пекех ӗҫлеччӗр терӗ, тен, вӑхӑт иртсен вӗсем те хӑйсене ӗҫре лайӑхпа кӑтартма пултарайсан ертӳҫӗре те тӑрӑшӗҫ. Институт хальтерех ҫеҫ пӗтернӗ ҫынсене коллектива ертсе пыма иртерех-ха». Тӳрех калама пулать: вӗсен темиҫе институтран та тухса кайма тивӗ-и-ха, тен.

Калав оптимизмла нотӑпа вӗҫленет: «Шӑпи тулчӗ», — тет автор хӑй ӳкерсе кӑтартнӑ «улӑпла» сӑнар пирки. Паллах, эпир илемлӗ литература хайлавӗнчи типсемпе вӗсен прототипӗсен хушшинчи уйрӑмлӑха куратпӑр.

Чӑн пурнӑҫра Ястребовсем валли те вырӑн ҫитет. Анчах шел: ырӑпа усала, хурапа шурра уйӑрман ҫылӑхлӑ чуна пурӑннӑ чух юсанма-тасалма кирлине мӗнле майпа ӑнлантарӑн?!

Ман шухӑшпа, калав вӗҫӗнче Ястребова ӗҫрен кӑларнине кӗскен ҫеҫ асӑнса хӑварса автор хӑйшӗн ҫӗнӗ «тема» палӑртать. Ку вӑл черетлӗ хайлав ҫураласса шанма май парать. Сӑмахран, ҫӗнӗ ректор хӑй умӗнхин ертсе пырас ӗҫри стильне, вӑл ҫирӗплетнӗ пӗтӗм йӗрке-тӗркене улӑштарас тӗллев лартӗ; тен, ӑслӑлӑх канашӗн никӗсне, унпа пӗрлех, хӑйӗн ҫӗнӗ командине кӗрекен тӗрлӗ шайри структура пуҫлӑхӗсене те улӑштарса, вӗсем вырӑнне пурнӑҫпа тан утакан, тӗрӗслӗхшӗн тӑраканнисене лартма пултарӗ.

Е нимӗн те улӑштармасӑр, ҫав командӑпах лава кӳлӗнес тейӗ. Ку вариантра кӑштах инфантилизм пурри лайӑх курӑнӗччӗ, Ястребов алла илентернӗ тилӗсем чӑхха пӗр асӑрханусӑр хускану тусанах, юрататпӑр сана тесе вӗҫӗмсӗр каласа самантрах ҫисе яма пултарӗччӗҫ.

Пытармасӑр каласан, хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекипе Анатолий Волков чӑваш прозинче ҫӗнӗ сукмак хывнӑ теейместӗп. Унӑн гражданла позицийӗ, чуралла генотипа хирӗҫ иммунитет пурри чун тӗпӗнчен тав сӑмахне пӑчӑртаса кӑларать. Мӑн кӑмӑллӑ пуҫӑма тайтарать.

 

Юрий Артемьев, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор.

Сӑн ҫинче: Анатолий Волков.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #тӗпчевсем, #литература, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

НикоЛаев // 1622.08.5448
2017.06.21 08:39
Ректорне хытӑ ҫӗкленӗ вара, тӗкне татнӑ Кураковран Ястребов туса хунӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем