Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.06.2017 16:16 | 5068 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Паян Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.

Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).

«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ен дистанци мелӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансем хутшӑннӑ, турцирен те пулнӑ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Йӗпреҫ, #Куславкка, #Тӑвай районӗ, #Курнавӑш, #

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем