Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хавал-2011» вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.07.2011 10:23 | 1610 хут пӑхнӑ
«Хавал-2011» уйлӑхра
«Хавал-2011» уйлӑхра

«Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать.

Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ.

Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ. Кӗҫнерникун Вут-шу тытӑҫу ертӳҫи Алексей Романов килсе кайнӑ — ҫак кӑсӑклӑ кӗрешӳ пирки каласа панӑ.

Пугачев иртнӗ вырӑнсем пулнӑран пухӑннӑ ҫамрӑксемпе аслисем тата ачасем пӑлхавҫӑсен ҫарӗ иртнӗ ҫулпа та кайса килнӗ — Кӑрмӑша ҫити. Маларах хула шайӗнче пулнӑ ял халӗ Чулхула облаҫне кӗрет. Революциччен вара вӑл чылай чӑваш ялӗсене тытса тӑнӑ уес хули шутланнӑ.

Канупа калаҫусӑр пуҫне ӗҫӗ те пулчӗ — ӳкерме вӗренчӗҫ, тӗрӗ тӗрлерӗҫ. Вӗҫнелле вара эрне хушшинче ӑсталанӑ япаласен куравне ирттерчӗҫ.

Уйлӑх вӗҫленчӗ пулин те унта пухнӑ савӑнӑҫ, кӑмӑл-туйӑм уйӑхлӑха, ҫулталӑка тӑсӑлӗ. Хатӗрлекенсем йӑлана кӗрсе пыракан пухӑва тепӗр ҫул та ирттерме шутлаҫҫӗ — вӑл ӑҫта пуласси тата хӑҫан иртесси ҫинчен каярах пӗлтерӗҫ.

#Етӗрне районӗ, #Хавал, #Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ, #Чулхула облаҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cv-haval.org
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем