Шупашкар пуҫлӑхӗсем республикӑмӑрӑн тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Модӑсен ҫурчӗ чарӑну патӗнчи лапама хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ку ӗҫе вӗсем «Формирование современной городской среды» (Чӑв. Хальхи вӑхӑтри хула тытӑмне йӗркелесси) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫласа Ленин районӗнче кӑҫал «Мода ҫурчӗ» суту-илӳ центрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртмелле. Халӑх йышлӑ иртсе ҫӳрекен вырӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртессине Шупашкар кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Хальхи вӑхӑтра электрон меслетпе уҫӑ аукцион ирттерсе ҫав ӗҫе пурнӑҫлакан организацие палӑртнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗпе хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени тата «Зеленстрой» акционерсен обществи, Шупашкар хула администрацийӗн Архитектура тата градостроительство управленийӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса кӑнашлу ирттернӗ. Унта ӗҫ графикне ҫирӗплетнӗ, хӑтлӑх кӗртмелли лаптӑка тишкернӗ.
Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме йышӑннӑ. Ӗҫе ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗнче тытӑнмалла.