Ӗнер, утӑн 28-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкарти пасарсене ҫитсе вӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Пӗччен мар ӗнтӗ, Константин Косачев, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министрӗ Иван Моторин, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ҫавӑн пекех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗрле пынӑ.
Чи малтанах «Севернӑй» суту-илӳ комплексӗнче пулнӑ. Сентресем ҫинче хамӑр республикӑрах туса кӑларакан таврсем ытларах пулнишӗн кӑмӑллӑ юлнӑ. Паян ялта пурӑнакан, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ ытлашши тавара пасарсенче сутса, киле валли тупӑш илни аван.
Малалли ҫул Элкер урамӗнчи ял хуҫалӑх тарварӗсене сутмалли вырӑна илсе ҫитернӗ. Кунта та вырӑнти хушма хуҫалӑхра туса илнӗ таварсем чылай пулни Элтеперӗн кӑмӑлне кайнӑ.
Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасарта Михаил Игнатьев ытларах таврсен хакӗсем ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Хӑш-пӗр ыйтусене пӗрле ҫӳрекен министрсене тепӗр хут тишкерсе илме хушнӑ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев хыҫҫӑн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хурав панӑ.
Ajdush // 2470.46.2196
2011.07.31 10:02 | |
Мĕнле чĕлхепе усă курнă? |