Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче шыва кӗме кӑмӑллӑ. Лапсарсен ку енӗпе хальччен йывӑртарахччӗ: юнашар ниепле те кӳлӗ ҫук, чи ҫывӑх пӗве те — Ассакассинче. Кӑҫал пӗлтӗрхи пек типӗ ҫанталӑк тӑмасть пулин те — кӑнтарлахи температура пӗчӗк мар — 20 ытла.
Ҫакна асра тытса ӗнтӗ вырӑнти пуҫлӑхсем ялта пӗвесем тума шут тытнӑ та ӗнтӗ — пӗрре мар, иккӗ таранах. Нумай пулмасть Шоссепе Шупашкар урамӗсем хушшинче вырнаҫнӑ Киремет ҫырминче пӗрремӗшне пӗвеленӗ. Ҫапла май ялти ача-пӑчан, халӑхӑн халь Асса пӗвине (Ассакасси ялӗпе ҫуммӑн вырнаҫнӑскерне) каяс сӑлтавсем сахаланнӑ. Тепри унран кӑшт анатаран пулӗ.
Ялта пӗве пачах та ҫук теме май ҫук ӗнтӗ — пурри пур-ха, анчах тахҫанах тунӑскер типсе ларнӑ, ҫурхи вӑхӑтра ҫеҫ шывпа тулать. Ӑпӑр-тапӑр пайтах, юшкӑнлӑ — ку вырӑнта, паллах, шыва кӗме май ҫук.