Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чунҫӳреве кайнисем вырсарникун таврӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.07.2017 14:52 | 3001 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Ваттисемпе мӑн асаттесене асӑнни
Ваттисемпе мӑн асаттесене асӑнни

28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ.

Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ.

Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн.

Сӑнсем (1 пай, 100 сӑн), Сӑнсем (2-мӗш пай, 100 сӑн), Сӑнсем (3-мӗш пай, 100 сӑн), Сӑнсем (4-меш пай, 119 сӑн)

#Ҫирӗклӗ Тук, #Ӗренпур облаҫӗ, #ҫулҫӳревсем, #чӑвашлӑх, #палӑксем, #музейсем, #Туркестан, #Казахстан, #чунҫӳревсем

 

Сӑнсем (100)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем