Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатри Явӑшра — Ял кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.08.2011 12:31 | 2108 хут пӑхнӑ
Ял кунӗнче
Ял кунӗнче

Шӑматкун, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Анатри Явӑшра уяв иртрӗ — Ял кунне палӑртрӗҫ.

Анатри Явӑш ялне XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ, куҫса килекенсем Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ. Вӗсем тӗп ялтан тухса Хурашаш шывӗ хӗрринче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ пулнӑ.

Уява салам сӑмахӗсемсӗр иртмерӗ — пӗрисене нумай ача пӑхса ӳстернӗшӗн, теприсене хуҫалӑха лайӑх тытса пынишӗн, виҫҫӗмӗшӗсене 50 ҫул ытла пӗрле мӑшӑрланса пурӑннӑшӑн. Вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсене те манмарӗҫ — вӗсем те ял тӑрӑх администрацийӗнчен чаплӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртусем те пулчӗҫ — ачасем асфальт ҫинче пурапа ӳкерчӗҫ, ҫӳҫ-пуҫ илемӗпе тупӑшрӗҫ (мала 3 хӗрача тухрӗ: Беловсен Аннӑпа Настя тата Алина Васильева).

Юрӑ-ташӑсӑр уяв, паллах, иртмерӗ — Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Вылӑ» фольклор ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ушкӑн, Элӗк районӗнчи хӑнасем пулчӗҫ. Шупашкартан вара ятарласа эстрада ҫӑлтӑрӗсем килнӗччӗ: Валентина Кузнецова, Валерий Клементьев, Григорий Федоров.

Спортсӑр хальхи вӑхӑтра ял кунӗсем иртмеҫҫӗ — ял халӑхӗ волейболла вылярӗ, ҫемьесем хушшинче эстафета ирттерчӗҫ, кире пуканне йӑтса ӑмӑртрӗҫ тата ытти те. Ҫӗнтерӳҫӗсем парнесемсӗр, ял тӑрӑхӗн грамотисемсӗр юлмарӗҫ.

Ял кунӗ халӑхне питӗ килӗшрӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв каҫчченех тӑсӑлчӗ — дискотекӑпа вӗҫленчӗ.

#Ял кунӗсем, #Етӗрне районӗ, #Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, #Анатри Явӑш, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем