Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан тӑрӑхра «Ҫӗнӗ хула» микрорайон ҫӗкленнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех. Республика кунӗ тӗлӗнче унта «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ.
«Ҫӗнӗ хула» ҫывӑх вӑхӑтра тата сарӑлӗ. Унта 8 пин ытла ҫын пурӑнмалӑх нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума пуҫлӗҫ. 32 ҫурт ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ. Атӑл юханшывӗ ҫывӑххине шута илсе ҫыран еннелли вырӑнта ҫуртсене ҫӳллех тумассине шантараҫҫӗ. Кун пирки ӗнер халӑхпа итлев ирттернӗ чух та асӑнса хӑварнӑ.
27,2 гектар ҫинчи ҫӗнӗ микрорайон та общество инфраструктурине туллин аталантарма шантараҫҫӗ: 320 пепкелӗх ача сачӗ, 1000 ачалӑх шкул тума шухӑшласа хунӑ. Пысӑк хуласенче тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсене лартас ыйту сиксе тухнине шута илсе парковкӑсем тата гаражсем тӑвӗҫ.