Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мешӗнче Канаш хулинче авари пулнӑ. Ҫавна май хӑш-пӗр урамра пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем шыв ӑсса юлма та ӗлкӗреймен.
Паян кӑнтӑрларанпа унта сивви те, ӑшши те ҫук. Шыв хӑҫан пулӗ? Паллӑ мар. Йӑлтах ӑнсӑртран пулса тухнӑ, ҫынсене кун пирки асӑрхаттарма та ӗлкӗреймен. Халӑх халӗ ӑҫтан май килнӗ – ҫавӑнтан шыв ӑсать.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вырӑнне коммуналлӑ служба тата МЧС ӗҫченӗсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Аварие сирес тӗлӗшпе халӗ ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Мӗнех, администрацин халӑхран каҫару ыйтмалли ҫеҫ юлать. Вӗсем кун пек пуласса хӑйсем те пӗлмен-ҫке-ха.