Вырсарникун шупашкарсем валли чылай мероприяти хатӗрленӗ. Эпир сире вӗсенчен хӑш-пӗрипе паллаштарасшӑн (тулли вариант кунта):
◊ 10 сехетре Шупашкар хулин музейӗнче Александр Насекин куравӗ уҫӑлать.
◊ Атӑл хӗрринче 11 сехетре парӑс регаттине курма май пур.
◊ 12 сехетре Калинин районӗн «Кӗрешӳ» уҫӑ ӑмӑрту пуҫланать.
◊ 13 сехетре Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче «Атӑл мерченӗ — 2011» уяв программинче савӑнма пулать — спорт мероприятийӗсем, вӑйӑсем, ӑмӑртусем, концерт.
◊ Лакрей вӑрманӗнче «Пысӑк кулӑш урапи» ятлӑ кану программи хатӗрленӗ — вӑл 13 сехетре пуҫланмалла.
◊ 14 сехетре Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче «Элара» АУО хатӗрленӗ «Ҫӳле вӗҫме вӑхӑт» уяв программи пуҫланать.
◊ Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концертне курма кӑмӑллакансене «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патне чӗнетпӗр — 14 сехетре унта «Уяв ячӗпе, Шупашкар!» концерт уҫӑлӗ.
◊ 16 сехетре «Салют» КК умӗнче те концерт пулӗ — тӗрлӗ ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхӗппе паллаштарӗҫ.
◊ Каскадерсен пултарулӑхӗпе паллашас килсен 18 сехетре юханшыв портне ҫитме пулать — унта автородео-шоу пуҫланӗ.
◊ 20 сехетре те чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ — ЧНК ҫурчӗ умӗнче «Юратнӑ хуламӑра юрӑ парнелетӗп» ятпа иртӗ.
Уйрӑммӑн Хӗрлӗ тӳремре ирттерме палӑртнӑ мероприятисене асӑнма пулать:
◊ 11 сехетре ача-пӑчасем валли «Ырлӑхпа аскамлӑх уявне» хатӗрленӗ — ӑна ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем театрласа уҫӗҫ. «Аистенок» ятпа ача-пӑча кӳмисен ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
◊ 13 сехетре инновацилле «МЕГАУрам» кану площадки ӗҫлеме пуҫлӗ — сире кунта кӗтӗҫ: сегвейпа ярӑнма май пулӗ, «Тыт мана» интерактивлӑ вӑйӑ, аква-грим ӑсталӑхӗ, сӗтелҫи вӑййисен чемпионачӗ, спорт электромобильӗсемпе ӑмӑртасси, фотосесси, фрик-шоу.
◊ 13 сехетрех «Шупашкар паттӑрӗ» ятлӑ вӑй кӑтармалли фестиваль уҫӑлать.
◊ 19 сехетре «Лейся песня» ВИА концерчӗ пуҫланать.
◊ 19 сехет те 40 минутра Евгений Росс концертне курма пулать.
◊ 20 сехет ҫурӑра уяв мероприятисене пӗтӗмлетсе «Ӗмӗтсене пурнӑҫлантаракан хула!» ятпа театрланӑ кӑтарту пуҫланӗ.
◊ 21 сехетре хӑйӗн пултарулӑхӗпе Наташа Королева паллаштарӗ.
◊ 22 сехетре фейерверк пуҫланӗ — хула ҫийӗн тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсем ялкӑшӗҫ.