Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнӑ. Пурӑнмалли ҫуртсене, социаллӑ объектсене, организацисемпе предприятисене шыв виҫеллӗ пырса тӑма пуҫланӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра газ тата ҫутӑ укҫине вӑхӑтра тӳлесе пыманран парӑм пухӑнса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырман мар. Энергопурлӑхпа тивӗҫтерекен монополистсем ку ыйтупа темиҫе хутчен те канашлу ирттернӗ. Канашра парӑм самаййине кура Чӑваш энергосбыт компанийӗ хулари «Водоканал» предприятие ҫутӑ парассине чакарнӑ. Насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен.
Канашри шыв ыйтӑвне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Шыв ҫуккипе тӗрлӗ чир-чӗр пуҫарса яма эпир пултараймастпӑр. Шыв каҫа валли пултӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв парса тӑрассине каҫ енне Канашра йӗркелесе янӑ.