«Подмосковье сегодня» кӑларӑм ҫырнине ӗненсен Раҫҫей штангин «патша майрине» Татьяна Каширинана Шупашкарта йывӑр атлетика енӗпе иртекен ҫӗршыв чемпионатне ирӗксӗр янӑ пулса тухать.
Ногинскри Татьяна Каширина спортсменка чи нумай титуллӑ штангистка пулнӑ май вӑл тӗнче чемпионатне кайма унчченех ирӗк илнӗ. Чӑваш Енре иртекен ҫӗршыври чемпионата килме ӑна ӑмӑрту сумне ӳстерессишӗн чӗнсе илнӗ имӗш. Вӑл тата унӑн тренерӗ Владимир Краснов Раҫҫейӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ ыйтнине хирӗҫлеме хӑяйман-мӗн.
Татьяна Каширина Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑнма хӑтланса ҫывӑх вӑхӑтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртекен тӗнче первенствине хатӗрленеймесӗр юлма пултарать тесе шухӑшлать эпир маларах асӑннӑ кӑларӑм.