ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗ, анчах унта унӑн кӑмӑлне пӑсакан чылай япала тупӑннӑ. Юханшыв хӗрринчи тирпейсӗрлӗх уйрӑмах тӗлӗнтернӗ ӑна.
Михаил Васильевич спутник хулара ӗнер пулнӑ. Унти Атӑл хӗррине хӑтлӑлатма кӑҫал 14,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта брусчаткӑран тротуар, саксем, ҫутӑ, велоҫул, ливнесток пулмалла. Анчах хальлӗхе гранит чул кӑна пур. Ӑна пӗлтӗр хурса хӑварнӑ. Вӑл – пулас хӑтлӑлӑх палли. Чул 10 пин тенке яхӑн тӑрать, ӑна спонсор укҫипе лартнӑ.
Атӑл хӗррине хӑтлӑлатмалла-ха, анчах халӗ унти лару-тӑру питех савӑнтармасть: тирпейсӗр. Юханшыв хӗрринче свалкӑсем ӳссе ларнӑ. Ҫитменнине, ҫумкурӑк ашкӑрать. Ачасем вара аслисем ҫук чухнех кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен пляжра шыва кӗреҫҫӗ. Михаил Игнатьев хула пуҫлӑхне Ольга Чапрасовӑна лару-тӑрӑва тӳрлетмешкӗн пӗр эрне панӑ.