Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнӑран Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Чӑн та, тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗччӗ. Анчах сиенлӗ япаласем нормативран иртменнине палӑртнӑччӗ ун чух.
Ун хыҫҫӑн «Юрма» тӗлӗшпе тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ те сиенлӗ япаласем виҫерен пысӑккине асӑрханӑ. Ҫавна май предприятире планпа пӑхман тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Вӑл мӗнпе вӗҫленнине Роспотребнадзор управленийӗ каярах пӗлтерме шантарать.