Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Сарӑту облаҫӗнчи «Ентеш» 20 ҫулхине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 22.08.2017 19:29 | 1548 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карабулак районӗнчи Ӗшнеуй (выр. Шняево) ялӗ никӗсленнӗренпе 325 ҫул, Сарӑту облаҫӗнчи чӑваш наципе культурин «Ентеш» автономийӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче регионта пысӑк уяв иртнӗ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат пӗлтернӗ.

Унта Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр, Пенза облаҫӗнчи делегацисем те кайнӑ.

Сарӑту облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине Сергей Васильев ертсе пырать. Хӑнасене ял халӑхӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Уява валли чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ, тутар тата ытти халӑх картишӗсем йӑла-йӗркепе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

«Уяв театрализациленӗ акаран пуҫланнӑ. Аслӑраххисем ака пуҫне йӑтса утнӑ, хӗрсемпе каччӑсем тырӑ акнӑ. Ҫакӑ хирти ӗҫсене сӑнланисӗр пуҫне пурнӑҫӑн пӗр чарӑнми ҫаврӑнӑвне те палӑртать: ака пуҫӗ — арҫын, ҫӗр аннемӗр — хӗрарӑм», — тесе ҫырнӑ «Чӑваш хӗрарӑмӗнче».

#уявсем, #Пенза, #чӑвашлӑх, #Сарӑту облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #Шняево, #Ӗшнеуй

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/entesh-20-culta
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1487.30.9486
2017.08.23 09:58
Agabazar
Саратов.
Agabazar // 1487.30.9486
2017.08.23 10:00
Agabazar
Сарту тесе мекӗҫленетпӗр (Саратов вырӑнне). Ҫав вахӑтрах — "Шняево". Чӑннипе Ӗшнеуй пулмалла.
Agabazar // 1487.30.9486
2017.08.23 10:03
Agabazar
"Базарно-Карабулак" тенипе те — пысӑк мыскара. Вырӑсла "Базарный Карабулак" теҫҫӗ. Базарно-Карабулак темеҫҫӗ ят падежӗнче.
Чӑвашла Пасарлӑ Карабулак пулать.
2017.08.23 18:28
Аçтахар Плотников
Эс асӑрханине курманччӗ-ха. Ку ятсене, паллах, кӑнтӑрла тӗрӗсленӗ чухне юсарӑм. Сан комментарине тин кӑна асӑрхарӑм.
Эс вуланӑ чухне журналистӑн тӗрӗслемен текстне курнӑ. Ялӑн чӑвашла ячӗ пуррине те (Шнеуй теҫҫӗ те, Ӗшнеуй илемлӗрех пуль терӗм), «Базарно-Карабулак» чӑвашла урӑхла ҫырӑннине те пӗлетӗп ӗнтӗ. Пасар Хурапӑлак тесен тата та тӗрӗсрех ӗнтӗ, анчах тутар-пушкӑрт ятне улӑштарас темерӗм, ҫаплипех хӑвартӑм. Ыттине вара сан пекех улӑштарнӑ.
«Саратов» тесе хӑварас ҫук ӗнтӗ, пирӗн сайтра ку хула ячӗ «Сарӑту» пек ҫирӗпленнӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем