Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Элӗк районӗнче пулнӑ.
Чи малтанах Элӗкри «Новый путь» (Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ. Ӗҫлес енӗпе ҫак пӗрлешӳ республика шайӗнче те, районта та малтисен ретӗнче шутланса тӑрать. Ҫӗнетӳсем те ҫук мар вӗсен. Сӑмахран, Юлӑш ферминче ҫу туса кӑларма май паракан тавар фермине хута яма шутлаҫҫӗ — унта 200 пуҫа яхӑн ӗне вырнаҫайӗ. Паянхи кун унта хӗрӳ ӗҫҫи пырать — ҫанталӑка пӑхмасӑр кашни кунпа туллин усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи тӑкаксене кура хуҫалӑхра выльӑх апатне ик-виҫ ҫуллӑха хатӗрленӗ. 180 пуҫ выльӑх усрамалли пӑрусен фермине те ҫӗнӗрен хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Малалли ҫула тухас умӗн Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ял ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунмасӑр хӑварма пултараймарӗ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев Йӑлкӑш шкулне ҫитсен хӑнасем шкула кайма вӑхӑт ҫитмен ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Пепке пахчи ертӳҫи Альбина Егорова ушкӑна 20 ача ҫӳрени пирки пӗлтернӗ. Йӑлкӑш шкулне вара ултӑ ялтан пурӗ 60 ача ҫӳрет. Ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илмешкӗн кунта пӗтӗмпех пур — пур классенче те ятарлӑ урокра кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ал-ӗҫ ӑстисен урокӗнче пулса курнӑ. Вӗсемпе калаҫнӑ май, йывӑҫран ачасем ӑсталанӑ япаласемпе паллашкаланӑ.
Ҫак кунах Элӗк районӗн тӗп пульницине те ҫитсе килнӗ — сывалма килнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравланӑ. Хӑнасемпе пӗрле ҫӳренӗ «Птицефабрика «Моргаушская» ТМЯП ертӳҫи Николай Ванеркин пульница асӑнмалӑх спутникпа тытакан антенна парнелесе хӑварнӑ.
Ҫавӑн пекех Михаил Игнатьев Элӗкри пахча-ҫимӗҫ комбинатне ҫитсе курнӑ, районти хастарсемпе 7 уйӑхри социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ. Канашлу вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑха аталантарас ыйтусене те тишкернӗ. Республика ертӳҫине районта демографи ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑни, ӑшӑтмалли хатӗрсене хӗллене хатӗрлесех ҫитерменни тата районта пушӑ уйсем выртни пӑшӑрхантарнӑ. Паллах, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.А.Читнаев ҫитменлӗхсене пӗтерме шантарчӗ.