2014-мӗш ҫулта пирӗн республикӑри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмӗлте (Октябрьскинче) пурнакан 10 ҫулхи Ольга Ярисова пушар вӑхӑтӗнче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ.
Пушар вахӑтӗнче хӑйӗн тӑван йӑмӑкӗсене ҫӑлса хӑварнӑ.
Чӑваш наци телевиденийӗн сюжечӗ шӑпах ҫавӑн ҫинчен.
Сюжет — вырӑсла. Ҫав темӑпах чӑвашла сюжет кӑларнипе кӑларманни пирӗншӗн паллӑ мар.
Вырӑсла-тӑк вырӑсла пултӑр эппин. Анчах та паттӑрӗ — чӑваш ачи. Каларӑмӑр ӗнтӗ, вуннӑра ҫеҫ. Телевизионщиксен передачинче вӑл та, ытти персонажсем те шарлантарса ҫеҫ вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ҫакӑ мана пӗрре те савӑнтармарӗ.
Ҫамрӑк ача паттӑр ӗҫ тунӑ! Эппин ӑна ҫавна кура та пулин камерӑсем умӗнче чӑн чӑвашла калаҫма май туса памалла пулнах! Нивушлӗ телекуравра ӗҫлекенсенчен нихӑшӗн пуҫне те ҫак ансат шухӑш пырса кӗмен? 10 ҫулхи ачапа та ҫапла пулса тухать пулсан, аслисем тӗлӗшпе мӗн каламалли пур? Ачасенне те хӳтӗлемеҫҫӗ пулсан, аслисен чӗлхе прависене хӳтӗлӗҫ-ши?
Кайран вара хамӑр чӑваш халӑхӗн йышӗ ҫур мӗльюн чухлӗ чакнинчен тӗлӗненҫи тӑватпӑр...
Ара, ытах передачи вырӑсла тесен, мӗн каланине ҫӑмӑллӑнах куҫарса пама пулнӑ пулӗччӗ куракансене. Калӑпӑр, кадр хыҫӗнчи сасӑпа.
Капла епле пулса тухать-ха?
Вулакан ҫапла шутласа илме пултарӗ: тен, ку вуннӑри ача чӑваш чӗлхине пачах пӗлмест пулӗ? Ара, паянхи саманара ун пекки те пулма пултарӗ?
Анчах та апла мар ҫав! Хайхи эпир илсе кӑтартакан передача вӗҫӗнче (3:10 хыҫҫӑн) ашшӗ хӑйӗн вуннӑри ачине чӑвашла сӑмах хушса калани пур.
Таса пулӑр!
Х.Ҫ. Гуглпа шыранӑ хыҫҫӑн Чӑваш Наци Телекуравӗ Ольга Ярисова пирки чӑвашла телесюжет та кӑларни паллӑ пулчӗ. Ольга Ярисова «Вӗри чӗре» наградӑна тивӗҫнӗ
Анчах та вӑл вырӑслинчен икӗ хут кӗскерех. Унта хайхи вуннӑри ача чӑвашла калани те пур. Ҫав самант — питӗ вырӑнлӑскер. Тата ҫавӑ, — вырӑсла каланисемпе танлаштарсан, — пин хут чунлӑрах. Ӑна ним те мар вырӑсла версие те кӗртсе яма май пулнӑ. Анчах апла туман. Ҫапла вара пирӗн ӳпкев ҫавнашкалах юлать.
Таса пулӑр!