Шупашкарти «Космос» каҫхи клуб хӑйсен патӗнче эрне каялла арҫын вилнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Ҫав ҫырурах тӗпчевҫӗсем пӗтӗмлетӳ тумасӑр пӑтӑрмаха хак пама сӗнменнине те палӑртнӑ.
Ӗнертенпе «Космос» вӑхӑтлӑха хупӑннӑ иккен. Ҫакна администраци клуб ӗҫченӗсене тата вӗсен тӑванӗсене вӗҫӗм кӳрентернипе тата хӑратнипе сӑлтавланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫтӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.