Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Гладков микрорайонӗнчи шкулта чӑвашла тумланнӑ ачасем те пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.09.2017 19:58 | 2874 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарти Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенине унта пулса курнӑ «Хыпар» журналисчӗ Валентина Смирнова: «Чӑваш хутлӑхӗнчи чи хӑтлӑ шкул», — тесе хаклать.

Гладков микрорайонӗнче пурӑнакансен ачисем унччен хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ. Халӗ микрорайон валли ятарласа уҫнине 960 ача паян ура ярса пуснӑ. Шкул урати урлӑ тин кӑна каҫнисем ҫав шутра — 213-ӗн.

21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа волейбол лапамӗсем те, хореографи класӗпе мастерскойсем.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗрремӗш шӑнкӑрав пама хутшӑннӑ икӗ каччӑран пӗри чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ.

#шкулсем, #вӗренӳ, #Шупашкар, #ачасем, #чӑвашлӑх, #1-мӗш шкул, #Пӗлӳ кунӗ, #10-мӗш шкул, #24-мӗш шкул

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2017.09.02 08:07
Аçтахар Плотников
Пире пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ятне хӑма ҫине чӑвашла 2-3 йӑнӑшпа ҫырса хунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра юсатпӑр тенӗ-ха та... Кӗтсе пӑхар...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем