Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки постановление алӑ пуснӑччӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 34-мӗш, 49-мӗш тата 65-мӗш маршруткӑсене ҫӳреме чармалла пулнӑ, ытти рейс ҫинче машинӑсен хисепне чакарма палӑртнӑ. Анчах перевозчиксемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ татма май пулни ҫиеле тухнӑ.
Халӗ Алексей Ладыков хӑш-пӗр маршрута хупассине пӑрахӑҫлани пирки постановление алӑ пуснӑ. Кун пирки хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Администраци маршрутчиксене судра выляса янине те палӑртмалла. Арбитраж сучӗ 60-мӗш тата 60-мӗш «К» маршрутсен лицензине тӑсма хирӗҫлени саккуна пӑсни тесе ҫирӗплетнӗ. Мэри ку йышӑнӑва пӗрех тӗрӗс мар тесе ыйту ҫырнӑ.