«Кӗркунне хӑй вӑхӑчӗпе ҫитрӗ. Урамра сивӗ те нӳрӗ. Капла ҫанталӑк урамра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах сисӗмлӗ», — тесе ҫырать Фейсбукра Олеся Руссакова, Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача амӑшӗ тата журналист. Унтан вӑл Шупашкарти Калинин урамӗнчи 91-мӗш ҫурт патӗнчи нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе ӑшӑнакан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла, вӗсен те пурӑнмалла. Анчах юнашарах ача пахчи, кафе, лавккасем иккен. Тата ҫав ҫуртра пурӑнакансене ҫӗнӗ кӳршӗсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑнма еплерех-ши? Шӑпах ҫакӑн пирки пуҫ ватать хӗрарӑм.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑррисем никама та кирлӗ мар тенипе килӗшме йывӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем валли ятарлӑ приют пур. Унта пыракансене ҫӗр каҫма ирӗк параҫҫӗ. Ҫухалнӑ хутсене туса парсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, мӗн тӑвас, теприсем ҫӗр тӗрлӗ сӑлтав тупса урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Килсӗррисем хушшинче тӗрмере пӗрре кӑна мар ларнисем те пур. Ӗҫе вырнаҫма вӗсене ҫӑмӑл мар. Вӑт ҫапла кун кунласа ҫӗр каҫаҫҫӗ мӗскӗнсем...