Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 1 500 ытла хыпар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.09.2011 11:33 | 1716 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла ҫырнӑ хыпарсен йышӗ пин ҫурӑран иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан — ҫакӑнпа пӗрле 1 515 пулать. 1000-мӗш хыпар ҫулталӑк каялла ҫеҫ ҫырӑннӑччӗ — ҫурлан 27-мӗшӗнче. Хӑвӑрах куратӑр — вӗсем сайтра хӑвӑртрах тухма пуҫланӑ. Ҫитменлӗхсене вара — тӑтӑш тухманнине, йӑнӑшсем кайнине, «чӗрӗ» пулманнине — юсама тӑрӑшатпӑр!

Хыпарсен йышне нумайлатас тӗллевпе кӑҫал эпир ятарласа «Хыпарла» проект та хута ятӑмӑр! Шел, ҫыракансем тупӑнмаҫҫӗ... Сахал хутшӑнаҫҫӗ.

 

Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Район хыпарӗсене ҫутатнине илес пулсан сайтра ытларах Шупашкар районӗнчи (98 хыпар), Красноармейски районӗнчи (107 хыпар), Элӗк районӗнчи (49) хыпарсем тӗл пулаҫҫӗ. Пӑрачкав (2), Ҫӗмӗрле (10), Улатӑр (9), Шӑмӑршӑ (17) районӗнчи хыпарсем вара — сахалрах. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен тулашӗнчи хыпарсене ҫеҫ мар (Тутарстан — 75, Чӗмпӗр облаҫӗ — 34, Пушкӑртстан — 28, Мускав — 37, Чулхула облаҫӗ — 5, Мари Эл — 4), тӗнчере, Раҫҫейре пулса иртнӗ интереслӗ самантсене те ҫак хушӑра ҫутатнӑ.

Ытти уйрӑмсенчи хыпарсен шучӗ: вырӑслинче — 707, http://en.chuvash.org_акӑлчанлинчеэсперантолинче — 33.

#ҫитӗнӳсем, #сайтсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем