Муркаш районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма суд сакки ҫине лартнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлипе пӑхман, вӗсемпе хӑйне лайӑх тытман-мӗн. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 2 ҫулти тата 9-ти ачисене воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫлемен. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламан имӗш: гигиена, психика, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ӗҫлемен.
Кунсӑр пуҫне ҫак хӗрарӑм, ӳсӗрскер, ҫемьери ытти ҫынпа харкашнӑ, усал сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫакна вара йӑлтах ачисем илтнӗ.
Суд икӗ ача амӑшне айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.