Мускаври «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх) издательство ҫулталӑк вӗҫӗнче чӑваш ӑсчахӗсен монографийӗсенчен пухса хатӗрленӗ кӗнекене кӑларма пикенӗ. Вӑл «Чӑвашсем» ятпа вырӑсла кун ҫути курӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем ӑна темиҫе ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑсчахсен ушкӑнне истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнекене вуласа мӗн ҫинчен пӗлме май пулӗ-ха? Тӗпрен илсен, унта чӑвашсен этника тата культура аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн этногенез тата этнодемографи лару-тӑрӑвне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркине, хальхи культурине, ӗненӗвӗпе мифологине сӑнласа кӑтартнӑ. Кӗнекере культура тытӑмӗнчи профессионалсем ҫинчен те, наци кухнипе ҫи-пуҫӗ пирки те вуласа пӗлме май пулӗ.
Палӑртса хӑварар, пархатарлӑ проект епле пурнӑҫланнине Раҫҫейри Этнографипе антропологин наукӑпа тӗпчев институчӗ сӑнаса тӑрать.