«Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсем кӑҫалхи сакӑр уйӑхра хӑйсен производство калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстернӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин асӑнса хӑварнӑ. Канашлура республикӑн кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчи аталанӑвне малтанласа пӗтӗмлетнӗ.
Владимир Аврелькин каласа кӑтартни тӑрӑх «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупӑ обществинче производство калӑпӑшне 18 хут ӳстерни курӑнать, «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑра — 4,3 хут, «Промтрактор» АУОра — 2,2 хут, Шупашкарти агрегат савутӗнче 1,3 хут ӳстернӗ.
Сакӑр уйӑхри аталанӑва вице-премьер тишкернӗ май, промышленноҫра. ял хуҫалӑхӗнче, тавар ваккӑн сутассинче, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессинче ӳсӗм пулнине асӑннӑ. Ҫынсен шалу виҫи те ӳснӗ-мӗн, инфляци вара Чӑвашра Раҫҫейринчен те пӗчӗк.