Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 22.09.2011 21:19 | 1716 хут пӑхнӑ
Ҫурта уҫнӑ самант
Ҫурта уҫнӑ самант

Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ.

«Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр. Ҫакна палӑртса хӑварас килет: форума хутшӑнакансем, креативлӑ, интеллектуаллӑ библиотекарьсем, хӑйсен профессине чун-чӗре ыйтнипе суйласа илнӗ. Сире ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл тата тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫусем сунатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи хӑйӗн салам сӑмахӗнче. «Шупашкар — илемлӗ, пурнӑҫпа тан утакан хула. Пире хула кӑна мар, ҫак тӗлӗнмелле чаплӑ вулавӑш та тӗлӗнтерет», — пӗлтернӗ Элтепере хӑйӗн шухӑшне канашлӑва хутшӑнма Йошкар-Оларан килнӗ Софья Гаязова.

Паян Чӑваш Енре 500 ытла тӗслӗх вулавӑшӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Кӗнеке вулама юратакансем йышланса пыраҫҫӗ, вулавӑшсене ҫӳрекенсен шучӗ 40 процент таран ӳснӗ. Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче (вӑл 950 тӑваткал метр йышӑнать) Б.Н.Ельцин ячӗллӗ Раҫҫей Президент библиотекин филиалӗ те вырнаҫмалла. Унӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 249 млн тенкӗпе танлашать.

Ҫӗнӗ ҫурта фондсене упрама, вулавҫӑсемпе библиотека ӗҫченӗсем валли хӑтлӑх ӗҫ условийӗсем туса пама май паракан ҫӗнӗ йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Чӑваш Республикин Элтеперӗн Хушӑвӗпе культура сферинче нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Наци библиотекин пай заведующине Михаил Игнатьев «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятпа чысланӑ.

Хӑнасем вулавӑшра — Б.Н.Ельцин ячӗллӗ Президент библиотеки валли уйӑрнӑ пӳлӗмре, нумай функциллӗ, патшалӑх символӗсен тата электронлӑ вулав залӗсенче пулса курнӑ, Чӑваш Наци вулавӑшӗ 140 ҫул тултарнине халалланӑ «Ҫынсем тата ҫулсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗпе паллашнӑ.

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова ҫак учреждени чӑваш кӗнекине тата республика ҫинчен калакан литературӑна комплектлакан, упракан тата халӑх хушшинче саракан тӗнчери пӗртен-пӗр вулавӑш пулнине палӑртса каланӑ. Чӑваш Республикин документсен библиотекӑпа информаци фондӗнче 2 млн ытла экземпляр шутланса тӑрать, ҫав шутра 80 пин экземплярӗ — краеведенипе наци докуменчӗсем. Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ культура, обществӑлла, тӗн мероприятийӗсем ирттермелли нумай функциллӗ тӳрем пулса тӑмаллине палӑртнӑ.

#Шупашкар, #вулавӑшсем, #Наци вулавӑшӗ, #Чӑваш Ен

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем