Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн операторӗ Александр Яковлев вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 22.09.2017 12:01 | 2356 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет иртсен Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑмра Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Александр Яковлев пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Саша Яковлева пӗлекенсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ пулӗ. Ашшӗсӗр ӳснӗскер пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне те вӑл пурнӑҫ пиркиех шухӑшланӑ. Вакун пушатма каҫсерен ҫӳренине вӑл каласа пани те асрах.

Операторта ӗҫлеме пуҫласан та Саша пӗр вырӑнта ӗҫленипех ҫырлахман — укҫа тума тӑрӑшнӑ май хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса туйсемпе тӗрлӗ уявсенче фото- тата видео ӳкернӗ. Хӑйӗн студине те уҫнӑччӗ вӑл. «Калаҫма пӗлнинчен нумай килет. Ҫак стакана пӗри 10 тенкӗпе те сутаймасть, эпӗ 100 тенкӗпе ярӑнтарма пултаратӑп», — шӳтлесе те чӑнласа каланӑччӗ вӑл пӗринче.

Пушарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Саша малтан хӑйӗн ватӑ тӑванне илсе тухнӑ, амӑшӗ патне кӗрсен вӗсен тухма май килмен...

#телекурав, #МИХсем, #ҫухатусем, #пӑтӑрмахсем, #пушарсем, #Шупашкар районӗ, #Хураҫырма

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4126.3.9648
2017.09.22 14:39
Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Эпӗ ӑна лайӑхипе кӑна астӑватӑп. Ырӑ-кӑмӑллӑ каччӑ пулнӑ. Шел, ҫакӑн пеккисем пирӗнтен уйрӑлса каяҫҫӗ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем