Вырсарникун Карач ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем ҫутҫанталӑкпа туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ — «Йывӑҫ ларт та ӑна упра» программӑна кӗрекен мероприятие хутшӑнса Куславкка–Шупашкар автоуҫул хӗрринче пин ҫурӑ хурӑн хунавӗ лартрӗҫ. Ку ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Карач ялӗ Куславкка районӗн анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку ял тӑрӑхне пурӗ 9 ял кӗрет: Илепар, Карач, Кӗҫӗн Карач, Мениҫырма, Минкӗш, Паланкасси, Ҫатрӑк, Тулпай, Якунькасси. Вӗсем пурте Енӗшӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ. Кашни ялӗ хӑйне евӗр, кашнийӗнчех мӗнле те пулин уйрӑмлӑх, хитрелӗх пур. Ҫавӑнпах пулӗ ку вырӑна халӑх Тискер Иван вӑхӑтӗнчех вырнаҫа пуҫланӑ.