Вӑрнарти ачасем халӗ те шӑнаҫҫӗ. Унти ача пахчисенче ӑшӑ паман-ха. Шӑпӑрлансем ҫиелти тумпа ҫӳреҫҫӗ, ӑна хывмасӑрах ҫывӑрма выртаҫҫӗ.
Натальйӑн ачи 6-мӗш ача пахчине ҫӳрет. Вӑл чун ыратӑвӗ пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Ара, сивве пула ачасем чирлеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ нимӗн те тӑваймасть, хӑйсем ӗҫе ҫӳреҫҫӗ, пепкине ача пахчине ямах тивет.
Вылямалли пӳлӗмре 12 градус ҫеҫ ӑшӑ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмре электрокӑмака ҫутаҫҫӗ. Ҫапла 15 градуса ҫитет.
Мӗншӗн-ха халӗ те ӑшӑ паман? Вӑрнарӑн газшӑн парӑмсем пур-мӗн. Паян каҫхине пур котельнӑй те ӗҫлесе каясса шантарнӑ. Кун пирки Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев каланӑ.