Шупашкарти сӗт савучӗ уҫӑлсан сӗт юр-вар йӳнелессе пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов инвестици климатне лайӑхлатас енӗпе иртнӗ канашлура каланӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре сӗт савутне сӗтпе тивӗҫтерме майсем ҫителӗклӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑран 150 пин тонна сӗт илсе каяҫҫӗ. Сӗт савутне хута ярсан ку кӑтартӑва 30 процент чакарасшӑн.
Ҫӗнӗ савутра 100 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Унта сӗт юр-варне ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса хатӗрлӗҫ. Предприяти «Добрая буренка» (чӑв. Ырӑ мукки) маркӑллӑ сӗт юр-варӗ кӑларӗ. Вӑл йӳнӗрех пуласса шантараҫҫӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти сӗт савучӗн пурлӑх комплексне Сарӑту сӗт савучӗ туяннӑ.