Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ.
Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ.