Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Геннадий Волков амӑшӗ: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.11.2017 18:38 | 2467 хут пӑхнӑ
Персона
Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ.
Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ.

Ӗнер паллӑ этнопедагог Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн паянхи номерӗнче ятлӑ-сумлӑ ҫак ҫыннӑн амӑшӗ ҫинчен Надежда Смирнова ӑш кӑмӑлпа ҫырса кӑтартнине пичетленӗ.

Геннадий Никандровичӑн амӑшӗпе Евдокия Михайловна Волковӑпа, автор ӑна Альтук аппа тесе те палӑртнӑ, журналист икӗ хутчен тӗл пулнӑ иккен. Юлашкинчен тӗл пулнӑ чухне Евдокия Михайловна 92-ре пулнӑ. «Вӑтам пӳллӗ, имшеркке, шурӑ тутӑр айӗнчен кӗмӗл пӗрчӗсем вӗлтӗртетеҫҫӗ. Ӑсӗ-тӑнӗ хӑйпе пӗрлех. Шӳтлеме юратать. Калӑн, ун умӗнче пысӑк, сумлӑ ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем мар, вун-вун ҫул каялли пекех катан пиртен ҫӗлетнӗ кӗпепе, ҫӳҫе шакла кастарнӑ пӗчӗк ывӑлӗсем лараҫҫӗ», — сӑнарлать автор этнопедагогӑн амӑшне.

Кирек епле ватӑ пекех Евдокия Михайловна та ӑслӑ калаҫнине палӑрать статьяран. «Евдокия Михайловна чӑваш ачисем чӑвашла пӗлменнишӗн пит хурланса калаҫрӗ ун чухне: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет, — терӗ вӑл. — Ӑсӗ хӗсӗнсех пырать, имшерленет. Вара чӑваш ачи тӑван килӗнче усрав ывӑл, усрав хӗр пулса тӑрать. Тӑван чӗлхесӗр тӑван кил ҫук, анне чӗлхисӗр ҫуратнӑ анне те — ама ҫури. Чӑвашла та вӗренеймен чӑваш арӑмӗ ачине мӗне вӗрентӗ-ши?» — тенӗ иккен Геннадий Волков амӑшӗ.

#астӑвӑм, #юбилейсем, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/amash-achisen-tereve#
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем