Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Куславккари саунӑри пӑтӑрмаха телевизорпа кӑтартрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 03.11.2017 17:16 | 1514 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Каччӑн амӑшӗ тата Светлана Юлия Барановская телеертӳҫӗпе
Каччӑн амӑшӗ тата Светлана Юлия Барановская телеертӳҫӗпе

Ӗнер Пӗрремӗш каналпа телеэфира тухнӑ «Мужское/Женское» Чӑваш Енри пӑтӑрмаха кӑтартрӗҫ. Маларах, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче,

кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнӑччӗ.

Хальхинче те саккунлӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна хускатрӗҫ. Шупашката пурӑнакан Нататья Майорова унӑн Алексей ывӑлне хӗрарӑма пусмӑрланӑ тесе 7 ҫуллӑха айӑпсӑр хупнӑ тесе каларӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта унӑн ывӑлне тата тепӗр икӗ ҫамрӑка хӗре Куславккари саунӑра мӑшкӑлланӑ хупса лартнӑ иккен: кама — ултӑ ҫуллӑх, кама — 7, 8. Пусмӑрланӑ текен хӗрпе, интернатра ӳснӗ Светланӑпа, каччӑ пӗрле пурӑнма шухӑшланӑ иккен.

Светлана Солодякова сауна туалетӗнче виҫҫӗн пусмӑрланӑ тесе ӗнентерет. Саунӑна унӑн тепӗр хӗр тусӗ те пынӑ иккен. Анчах пусмӑрлаҫҫех пулсан мӗншӗн йӗрке хуралҫисене чӗнменни пирки ӗнентерӳллӗ хурав пулмарӗ.

Телекӑларӑмра калаҫнӑ май Светлана каччӑсенчен пӗри хӑйне тӗкӗнменнине персе ячӗ.

«Эсӗ Пӗрремӗш каналта. Ку вӑл — федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Халӗ пире эсӗ каласа пани тӑрӑх ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма эпир хистӗпӗр. Пирӗн специалистсем пур. Суйса пӗлтернӗшӗн хӑв тӗрмене ларӑн», — асӑрхаттарчӗ саунӑна каччӑсемпе кайнӑ ҫамрӑк хӗрарӑма.

#МИхсем, #тӗрмесем, #пӑтӑрмахсем, #Куславкка, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем