Прокуратура коррупципе вӑйлӑрах кӗрешесшӗн. Ведомство ЧР ШӖМне коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас тӗллевпе вӑйлӑрах ӗҫлетӗр тесе предствалени ҫырнӑ.
Статистикӑна илес тӗк, кӑҫалхи 9 уйӑхра коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чӑнах та пӗчӗкленнӗ. Пӗтӗмпе 207 преступлени уҫӑмланнӑ. Кӑҫал сӗтевпе ҫыхӑннӑ 8 ҫынна ҫеҫ тытса чарнӑ. Пӗлтӗр 52 пулнӑ. ЧР прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, полици япӑхрах ӗҫленӗрен преступленисене уҫӑмлатасси чакнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче коррупцие тупса палӑртас ӗҫе вӑйлатнӑ. Ку таранччен следовательсем патне 32 материал янӑ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 25 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе следстви пырать. Вӑл ҫӗр лаптӑкне коммерци организацине суту ирттермесӗрех панӑ, ҫапла майпа ял тӑрӑхне 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.