Вячеслав Рыбаков ятлӑ ҫынна юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Навальныйшӑн» акци йӗркеленӗ тесе айӑпланӑ. Алексей Глухов юрист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, суд ӗнер пулса иртнӗ.
Раҫҫейре экстремистла тесе йышӑннӑ «Артподготовка» юхӑм хастарӗ халӑхпа ирттермелли мероприятие йӗркелессине иккӗмӗш хут пӑснӑ иккен. Ӑна ятарлӑ приемника 15 талӑклӑха хупса хунӑ. «Навальныйшӑн» акцие кирлӗ пек ирӗк илсе ирттермен-мӗн.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӑна 5 талӑклӑха хупнӑ. Оппозиционерӑн ӗнер ирӗке тухмалла пулнӑ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80-а яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пикет йӗркелеме хула влаҫӗ ирӗк паманнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.