Шупашкарта чӑваш артисчӗсемпе мусӑкҫисем, режиссерӗсем валли продюсер центрӗ уҫӑлнӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ центра «Ҫӗнӗ формат» ят панӑ.
Продюсер центрӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак центр республикӑри артистсемпе мусӑкҫӑсемшӗн, режиссерсемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулассине, аталанма пулӑшассине каланӑ. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ «Ҫӗнӗ форматӑн» директорӗ Сергей Кузнецов пулӗ, центр вара республикӑри артистсен районсенчи, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчи гастроль турӗсене, уйрӑм концерчӗсене йӗркелӗ, чӑваш музыка искусствине халӑхра сарса тата аталантарӗ.