Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейскинче те чиркӳ пулмаллах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 13.10.2011 19:19 | 999 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ чиркӳ ҫапларах пулмалла
Ҫӗнӗ чиркӳ ҫапларах пулмалла

Ҫавӑнпах тӗн ҫыннисемпе чиркӗве ҫӳрекенсем чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвасси пирки тӗрлӗ шайра темиҫе хутчен те ыйту ҫӗкленӗ. Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн кӑҫалхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче те хускалчӗ вӑл. Депутатсем те ҫӗнӗ чиркӳ кирлине ырларӗҫ.

Район ертӳҫисем, тӗн ҫыннисемпе канашласа, ҫакна валли район центрӗнчи «Ҫӗнтерӗве — 30 ҫул» урамра («Красноармейская» МСО территорийӗнче) ҫӗр участокӗ те уйӑрса параҫҫӗ.

Паллах, чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тума проект кирлӗ. Вӑл йӳнех ларас ҫук. Ҫавӑнпах хатӗр проектпа усӑ курни вырӑнлӑрах та пуль. Красноармейскинчи «Трак керамики» завода тӑвакан хупӑ йышши «ТУС» акционер пӗрлешӗвӗн директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ Н.Ф. Угаслов ку тӗлӗшпе шӑпах ырӑ сӗнӳ панӑ, хатӗр проект пуррине каланӑ. Вӑл ҫине тӑнипе тата пулӑшнипе тӑван ялӗнче — Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хула Ҫырминче Богоявлени чиркӗвне хӑпартаҫҫӗ-мӗн. Никӗсе пӗлтӗрхи авӑнра янӑ, строительство ӗҫӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, объекта ҫитес ҫул хута яма пӑхаҫҫӗ.

Ку проект пурнӑҫа еплерех кӗрсе пынине курса ӗненес тата хаклас тӗллевпе юпан 6-мӗшӗнче кӳршӗллӗ республикӑри ҫӳлерех асӑннӑ ялти чиркӳ тунӑ ҫӗрте район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров, хупӑ йышши «ТУС» акционер пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ А.Л. Матвеев тата Красноармейски ялӗнчи Иоанн Креститель ҫуралнӑ ятпа ӗҫлекен чиркӳ иерейӗ Василий атте пулса курчӗҫ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхра ку проектпа чиркӳ туни вырӑнлӑ пулнине пӗр шухӑшлӑн палӑртрӗҫ.

#http://gov.cap.ru/imggen/publ/200/206361.jpg

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/news/0-0-0-0-1
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем