Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Николай Ашмаринӑн 150 ҫулхи юбилейне тивӗҫлӗ ирттерме йышӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.11.2017 10:26 | 2731 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Николай Ашмаринӑн Хусанти Ар ҫӑвинчи вил тӑпри. 2009 ҫул, Чунҫӳрев вӑхӑчӗ
Николай Ашмаринӑн Хусанти Ар ҫӑвинчи вил тӑпри. 2009 ҫул, Чунҫӳрев вӑхӑчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту пӑхса тухрӗҫ, Геннадий Волковпа Никита Бичурина халалласа ирттернӗ мероприятисем пирки каласа пачӗҫ.

Сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Тутарстанра вырнаҫнӑ Сӑварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ. Ку ӗҫе тума ӑсчахсем 400 пин укҫа ыйтрӗҫ, канаш ларӑвне пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшрӗ.

Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ Николай Иванович Ашмарина сума сӑвас мероприятисене ирттерме сӗнчӗ. 2020 ҫулта паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Ҫавна май вӑл вӑхӑт тӗлне Николай Иванович ӗҫӗсен тулли пуххине пичетлесе кӑларма, Хусанти Ар ҫӑви ҫинче ӑсчах палӑкне лартма, 150 ҫулхи юбилей мероприятисен планне тума тата Ашмарин ячӗпе Шупашкарта та мӗнле те пулин палӑк е барельеф вырнаҫтарма сӗнчӗҫ. Вӗсемпе пуринпе те канаш пайташӗсем килӗшрӗҫ.

Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче 2012 ҫулта йӗркеленӗ. Председателӗ — Иван Моторин, ҫумӗ — вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев. Канаша ҫавӑн пекех республикӑри ытти вӗренӳ учрежденисен тата обществӑлла пӗрлӗхсен ертӳҫисем кӗреҫҫӗ.

#Хусан, #юбилейсем, #ЧПГӐИ, #тӳре-шара, #ӑслӑлӑх, #археологи, #Пӳлер, #Сӑвар, #пухусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1580.13.4007
2017.11.18 06:47
Agabazar
Мĕншĕн Пăлхар хулашĕнче мар?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем