Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Раҫҫей халӑхӗсем Владимир Путин патне наци чӗлхисене вӗренме тивӗҫлисен йышне кӗртме чӗнсе каланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.11.2017 14:40 | 2496 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тӗнче тетелӗнче Раҫҫей халӑхӗсен ятӗнчен ҫырнӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗнчи «За языки РФ» ушкӑнра пӗлтернӗ. Чӗнсе каланинче наци чӗлхисене хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шая антарнине сивленӗ, вӗсене вӗренме тивӗҫлисен йышӗнче хӑварма ыйтнӑ.

Ытти ҫырусенчи пекех кунта та Владимир Путин панӑ Пр-1710 №-лӗ хушу Конституцине те ытти саккунсене те хирӗҫленине аса илтернӗ, наци чӗлхине вӗренӳ системинчен кӑларни вӗсене ҫухалас патне илсе ҫитерме пултарни пирки пӗлтернӗ. Республикӑсенчи кашни патшалӑх чӗлхине пурне те вӗрентни халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетни пирки те асӑннӑ.

Ҫырӑвӑн тулли варианчӗпе кунта паллашма пулать: docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSelopoXbZsFOYpLaTahohT5_Jpyl9TK7aR9WQAHK-IxsgeDTQ/viewform. Унтах кашни ҫак ҫыру айӗнче алӑ пулма пултарать. Паянхи 14:00 сехет тӗлне пурӗ пӗр пин ытла ҫын алӑ пуснӑ.

#вӗренӳ, #ҫырусем, #чӑваш чӗлхи, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2490.12.0308
2017.11.18 15:56
Эпĕ те алă пусрăм. Пуçаракансен, алă пуснисен списока ăçта пăхмалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем