Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 21.11.2017 17:48 | 1985 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
163gorod.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
163gorod.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет? Ҫак ыйту тавра «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Валентин Григорьев журналист пуҫ ватнӑ.

Хаҫатҫӑ ҫырнӑ тӑрӑх, «республикӑра юлашки 10 ҫулта, тӗпрен илсен, пӗчӗк тата вӑтам предприятисем пулӑ ӗрчетсе сутас ҫул ҫине тӑнӑ. Мӗн пур калӑпӑшӑн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Пӑрачкав районӗнче ятарласа йӗркеленӗ «Киря» хуҫалӑх туса илет. 1644 гектар шыв ҫийӗллӗ 192 обьект пулӑ ҫитӗнтерме юрӑхлӑ пулин те хальлӗхе 99 кӳлӗ-пӗвере ҫеҫ /980 га/ ӑна ӗрчетеҫҫӗ. Пӗве фончӗ 827,4 гектар /29 пӗве/ йышӑнать, ҫав шутран 135 гектарӗпе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Улатӑр, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 9 организаци карп, ӳсен-тӑранпа тӑранса пурӑнакан шурӑ амур, сарлака ҫамка, ҫӗке, осетр, белуга ҫитӗнтереҫҫӗ. Бассейнсенче, хупӑ тата сеткӑпа уйӑрнӑ шыв управӗсенче, ТЭЦ-2 энергетика обьекчӗсенче /2 пин тӑваткал метр/ ӑшӑ шывра пурӑнаканнисене ӳстереҫҫӗ. Ҫапла майпа 2010 ҫулта ҫӗкепе осетр йышшисене 9 пин тонна туса илнӗ».

Отрасле аталантарма, публицист шухӑшланӑ тӑрӑх, рынок инфратытӑмӗ япӑх аталанни, чӗрӗ пулӑ тӑрӑмне тишкерсе тӑманни чӑрмав кӳрет.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Куславкка районӗ, #Канаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Улатӑр районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #МИХсем, #экономика, #ял хуҫалӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Етӗрне районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем